Комментари хушас

25 Ака, 2014

Нăрă лармĕ

Çĕр улмине им-çамламалли «Престиж» препарат уссипе сиенĕ çинчен çырса пĕлтерсемĕр, тархасшăн. Тем пекех тав тунă пулăттăм.

Валентина Алексеева. Комсомольски районĕ, Комсомольски.

Раççей ял хуçалăх центрĕн ÿсен-тăрана хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Ольга Белова хуравлать:

– Хисеплĕ Валентина Алексеевна, кирек епле хими препарачĕн те лайăхпа начар енĕ пур. Ырă енĕ вăл – унпа им-çамланă хыççăн çĕр улмине колорадо нăрри, упа хурчĕ, вĕт пăрçа, кĕве тата ытти хурт-кăпшанкă тапăнманни. Çавăн пекех вăл йĕпе, çĕрĕк, кукша тата ытти кăмпа чирĕнчен хÿтĕлет. Вăрлăха «Престижпа» им-çамласа укçапа вăй-хала та перекетлетĕн. Колорадо ытти препарата (карбофос, децис, интавир, карате, актара) хăнăхса çитнĕрен çу каçипе вĕсемпе темиçе хут та сирпĕтме тивет, асăннă им-çампа вара пĕр хут çеç.

Начар енĕ. Наркăмăшлăхĕпе «Престиж» виççĕмĕш класа тивĕçет. Апла унпа асăрханса усă курмалла: маскăпа, перчеткепе ĕçлемелле. Препарата туса кăларакансем сиенлĕ хутăш 60 кунран пĕтĕмпех сĕвĕрĕлсе çитессе ĕнентереççĕ. Çавăнпа унпа ир пулса çитекен çĕр улмине им-çамлама юрамасть, вăтам тата кая юлса пулакан сортсене çеç. Урăхла каласан, лартнă кунран икĕ уйăх иртмесĕр те çĕнĕ паранкă тутанма юрамасть. Йĕркене çирĕп пăхăнса ĕçлесен сывлăхшăн хăрушă пулмалла мар.

Вăрлăха мĕнле им-çамламалла-ха? Препарата инструкцире кăтартнă пек шывпа хутăштармалла. Çĕр улмине клеенка çине сармалла, пĕрĕхтеркĕчпе сирпĕтмелле. Енчен енне çавăрма кирлĕ мар.

Юлашкинчен çакна калам: препаратпа усă курнă хыççăн тем вăхăтран колорадо нăррин хурчĕ каллех паранкă çулçине çиме пуçлани наркăмăш вăйĕ йăвашланнине пĕлтерет. Препаратпа усă курассипе курмасси хăвăртан килет. Кирек мĕн каласан та хими химиех ĕнтĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.