Пÿлĕмре ÿстерсе пăхар-и?
Урамра юр çăвать, тăман вĕçтерет. Пÿрте кĕретĕн те — чÿрече умĕнче çуллахи çырла пахчи. Хĕп-хĕрлĕ çырлаллă тĕмсем куçа илĕртеççĕ, ырă шăрши сăмсана кăтăклать. Кама килĕшмĕ çак ÿкекрчĕк?
Килте тĕрлĕрен чечек-курăк ÿстерекеншĕн çырла акса çитĕнтересси темле кăткăс ĕç пулмĕ. Ăна пăхасси ытти чечеке пăхассинчен нимпе те уйрăлса тăмасть. Эппин, ĕçе пуçăнар-и?
Хальхи вăхăтра çырла ÿстермелли тĕрлĕ методика пур. Çуртри пушă вырăна хăвăра килĕшнĕ пек пĕчĕк пахчана çавăрма пулать. Çав кĕтесре хĕлĕпех çырла, петрушка-салат, сухан çитĕнтерме те меллĕ.