Комментари хушас

27 Нарăс, 2015

Кăçал помидор çиесчĕ

Хаклă редакци! Иртнĕ çул теплицăри помидор пĕтĕмпех чирлерĕ. Кăçал та çаплах ан пултăр тесен теплицăна мĕнпе сиенсĕрлетмелле?

Ольга Петрова. Çĕнĕ Шупашкар.

Кĕркуннех, çимĕçе пухса кĕртнĕ хыççăн, теплицăна пĕтĕмпех çуса тирпейлемелле пулнă. Тăпран çиелти сийне 5-8 см таран илсе ăна çĕннипе улăштармаллаччĕ. Халĕ тин мĕн тума пулать-ха? Çуркунне теплицăри çÿп-çап юлашкине пĕтĕмпех тасатмалла, çĕре шăвармалла, форточкăпа мĕнпур шăтăк-çурăка хупламалла. Унтан теплица варрине тимĕр листа çине кÿкĕрт чăмакки ?серная шашка% хурса ăна чĕртсе ямалла. Вăл сехете яхăн йăсăрланса выртĕ, çак хушăра наркăмăшлă тĕтĕм теплицăна, унти çĕре дезинфекцилесе тасатĕ. Çапла 4-5 кун тумалла. Лайăх мар шăршăран хăтăлма теплицăна 2 эрне таран уçăлтараççĕ.

Пăхăр купоросĕпе те сиенсĕрлетме пулать. Пĕр витре шывра 1 кашăк пăхăр купоросĕ ирĕлтермелле. Пахчаçимĕçе пухса кĕртнĕ хыççăн унпа теплицăри çĕре шăвармалла.

Марганцовка шывĕ те пулăшать: шыва тĕттĕм кĕрен тĕслĕ туса çĕр çийĕн сапаççĕ.

Çÿлерех асăннă ĕçсене теплицăна калча лартиччен е вăрлăх акиччен 30 кун маларах, çĕр 10 градус таран ăшăнса çитсен пурнăçлаççĕ.

Помидора теплицăра çитĕнтерес тесен чи малтанах чир-чĕре парăнман томат сорчĕсене ?Боец, Гранд, Дубрава, Москвич, Снежана, Ранеточка, Маленький принц тата ыттисем те% суйласа илме тăрăшмалла. Калчана теплицăна май уйăхĕн пĕрремĕш çурринче, 20 см тарăнăшĕнчи çĕр 13 градус ытла ăшăнсан, калча тăршшĕ 30-35 см çитсен куçарса лартмалла.

Помидор калчине марганцовка шывĕпе ?10 л шыва 1 г% шăварнă шăтăка лартаççĕ. Лартнă хыççăн икĕ эрне таран шăвармалла мар, капла калча лайăхрах тымарланать.

Ытлашши хунав туратсене 5 см тăршшĕне çитиччен иртмелле.

Тĕмсене 5-6 кунран шăварса тăрсан çитет. Ытлашши «тăрăшсан» çимĕç тутлă ăшлă пулмасть, сахăр шайĕ те чакать, йÿçек те шывак пулать, кайран вара çуркаланма пуçлать.

Ÿсен-тăрана фитофтор ан çулăхтăр тесен çу каçипе виçĕ хут çакнашкал препаратсемпе сапмалла. Пĕрремĕш хут, «Заслон» текеннипе - 300 г шыва ăна хăйĕн виткĕçĕпе пĕрре хушмалла* иккĕмĕшĕнче «Барьерпа» - витре шыва 5 кашăк* виççĕмĕш хут - ыхра шывĕпе ?10 л шыва 50 г ыхра хырса ямалла, кăшт марганцовка хушмалла%. Пĕрремĕш хут калчана теплицăна куçарса лартсан 3 эрнерен пĕрĕхтермелле, иккĕмĕш хут - 20 кун иртсен, виççĕмĕш хут - тĕмсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ чечеке ларсан.

Теплицăна çĕрулми анинчен май пур таран аяккарах вырнаçтарма тăрăшмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.