Çирĕп те ешĕл калча

21 Пуш, 2015

Калча иккĕ-виççĕмĕш çулçине кăларсан ăна куçарса лартмалла. Ку тĕллевпе çирĕпписене, паркисене суйламалла. Малтанах тăпрана пĕчĕк калакпа кăштах çемçетсен те юрать. Калчасене тунинчен мар, çулçинчен туртса кăлармалла. Тымар çинчи тăпрана сыхласа хăварсан аван.

Кашни калчана уйрăм савăта лартма май килмесен ешчĕкре вĕсене пĕр-пĕринчен 10 сантиметрта май пур таран тарăнрах вырнаçтармалла. Тăпрана тымар çумне пусармалла, çĕнни часрах аталантăр. Калчана çулçинчен туртса пăхмалла - çирĕп ларать-и? Кун хыççăн шăварма та юрать.

Тепĕр мел те аван. Малтанах тăпрара шăтăк тумалла, унта шыв ямалла та калчана лартмалла. Çиелтен типĕ тăпрапа тикĕслемелле. Тек шăвармалла мар. Эрнере икĕ хутчен сапни те çителĕклĕ. Тăпра тепре шăварнă тĕле кăштах типтĕр.

Куçарнă хыççăн икĕ эрнерен калчана им-çапма апатлантармалла. Пĕрремĕш апатлантару валли 10 литр шыва 1 апат кашăкĕ нитрофоска е нитроаммофоска тата 1 стакан тислĕк шывĕ ямалла. Калчана тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлас тĕлĕшпе çусăр сĕтпе /1 литр шыва çур стакан сĕт/ сирпĕтме ан манăр. Кун пек сыхлава калчана йăран çине куçаричченех тумалла.

Калча вăрах ÿсет, çутă симĕс тĕслĕ пулсан ăна тепĕр хутчен апатлантармалла. Хальхинче 10 литр шыва 1 апат кашăкĕ мочевина е аммиак селитри ямалла. Енчен те вăл хăвăрт тата парка ÿссен ăна 8-10 кун шăвармалла мар. Ун хыççăн 10 литр шыва 3 апат кашăкĕ суперфосфат хушса сапмалла.

Калчасене çирĕплетес тĕллевпе çанталăк 12 градуса çити ăшăнсан теплица алăкĕсене уçмалла. Калча ешчĕксенче тĕк кăнтăрла ăна хĕвел çутине илсе тухмалла: малтанласа 2-3 сехетлĕх, каярах кун каçмалăх. Лайăх çирĕпленнĕ калча кăвакрах-кĕренрех тĕслĕ.

Ăна йăран çине куçариччен 2-3 кун маларах аялти 2-3 çулçа туна çумĕнчен 1,5 сантиметр хăварса касмалла. Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма кирлĕ ку.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.