Хăçан акмалла?
Пушаннă йăрансене кĕркунне сидератсем акма юрать. Сидерат - çĕнĕ ăнлав, вăл çĕре пулăхлатма акмалли культура тенине пĕлтерет.
Тăпрана пулăхлатас тĕлĕшпе кĕркунне горчица, фацелий, рапс, вика акма юрать. Çак культурăсене йăрансем ирĕкленсенех /август çурринчен - сентябрь пуçламăшĕччен/ акмалла. Вĕсем ăшăпа шăтса тухса аталанса ĕлкĕрччĕр. Каярах ирĕкленнĕ йăрансене ыраш акма юрать. Вăл калчаланса ĕлкĕрмелле. Ку тапхăр, çанталăка кура, сентябрь вĕçĕччен пырать.
Мĕнле акмалла-ха сидерата? Пахчаçимĕç пуçтарнă хыççăн йăрана кăпкалатмалла та суйланă вăрлăха акмалла, тăпрапа 5 см хулăнăш витмелле. Çанталăк типĕ пулсан шăварма юрать.
Августра акнă культурăсем хăвăрт çитĕнеççĕ. Горчица 50-70 сантиметра çитет. Ăна хĕле кĕриччен çулмалла-и?
Ăстасем ÿснĕ курăка çулмалла мар теççĕ. Кĕркунне туна хытса ĕлкĕреймест, вăрă та пулса çитеймест. Сивĕпе шаннă курăк çĕр çине выртать, тăпрашăн хÿтлĕх пулать. Çуркуннеччен çĕрсе паха удобрение çаврăнать. Курăк тымарĕ çĕрсе тăпра тытăмне лайăхлатать.
Сидерат акнă чухне йăран çинче малтан мĕнле культура çитĕннине те шута илмелле. Пĕр йышши культурăсене /тĕслĕхрен çарăк, купăста хыççăн - рапс/ акма юрамасть. Вĕсем пĕр йышши чирсемпе чирлеççĕ, кăпшанкăсем те пĕр йышшисемех тапăнаççĕ. Ку чир-чĕре аталантарма май парать.