Комментари хушас

10 Авăн, 2015

Пахчаçимĕçе тĕрĕс упрамалла

Пахчаçимĕçе упрама хумалли вăхăт çитрĕ. Кишĕре, хĕрлĕ кăшмана, çарăка /кавăн-кабачок таврашне/ управа епле хатĕрлемелле?

Хăяр вăрлăхне килте хатĕрленĕ чухне вăрăна туна енчи вĕçĕнчен е чечек енчен илмелле?

Тимофей ГРИГОРЬЕВ.

Тăвай районĕ.

Тымар çимĕçе /кишĕр, кăшман, петрушка, сельдерей, çарăк, йÿç кăшман/ нÿхрепре е тĕпсакайĕнче упрама пĕр пекрех условисем кирлĕ. Упрама та пĕр евĕрлех хатĕрлемелле. Асăннă тымар çимĕçсем 0...?2 градус ăшăра лайăх выртаççĕ. Нÿхрепри нÿрĕклĕх 90-95: пулмалла, сывлăша уçăлтарса тăмалли мăрье лартмалла.

Тымар çимĕçе йăрантан кăларнă хыççăн кăштах типĕтмелле, çеçкине çимĕç çуммипех касмалла. Хĕрлĕ кăшман, кишĕр, çулçине 1 см хăварса хуçсан та юрать. Кун пек чухне çимĕç фитонцид кăларать. Фитонцид çĕрĕк чирĕсене хирĕç кĕрешет. Типшĕнтернĕ, тасатнă тымар çимĕçе 20 кг яхăн кĕрекен ешчĕксене хурсан аван. Ешчĕк тĕпне 2 см хулăнăш нÿрĕк хăйăр сапмалла, унта пĕр рет тымар çимĕç сармалла, каллех хăйăр сапмалла. 1 см хулăнăш витĕнсен тепĕр рет тымар çимĕç сармалла. Çапла тултарнă ешчĕкĕн çÿллĕшĕ çур метртан ытла пулмалла мар. Тымар çимĕçе упрамалли хăйăра кашни çулах çĕнетмелле. Мĕншĕн тесен нÿхрепре выртнă хăйăрта çĕрĕк чирĕн спорисем аталанма пултараççĕ.

Хăйăра тăварпа хутăштарма юрать - тымар çимĕç лайăх упранать. Кишĕре упрамалли тепĕр мел - тăм. Тăмпа хуплани чи шанчăклă меслет пулнине палăртаççĕ пахчаçăсем. Кунашкал кишĕр çуркуннечченех чĕрĕ выртать.

Тымар çимĕç тултарнă ешчĕксене стена çумĕнчен сывлăш çÿремелĕх хушăк хăварса, урайĕнчен 10-15 см çÿллĕш хăпартса лартмалла. Ешчĕксене 3-4 сий, хушшине сывлăш çÿремелĕх 10 см яхăн хăварса лартмалла.

Кăшмана, çарăка, петрушкăна ешчĕксене хăйăрсăрах тултарма юрать. Ешчĕк тĕпне упа сарри /папоротник/ çулçи сармалла, çиелтен те унпах витмелле. Вăл фитонцид нумай кăларать, çĕрĕк чирĕсенчен сыхлать.

Çĕрулми ытти тымар çимĕçпе танлаштарсан ăшша ытларах юратать. Ăна упрамалли нÿхрепре 2-4 градус ăшă пулмалла. Нÿхрепри температура нуль градуса çити ансан çĕрулми тути улшăнать. Вăл пылакрах тутăлăланать.

Купăста нÿхрепе чи кайран кĕрет. Вăл октябрьчченех йăран çинче ларать. Шута илмешкĕн: хĕл валли кĕрхи сортсене суйламалла. Купăстана икĕ-виçĕ сий симĕс çулçă хăварса касмалла. Çулçă купăстана чирсенчен, типесрен хÿтĕлет. Купăстана тунинчен çыхса кашта çине çакса упрамалла. Пуçсем хушшинче 4-5 см хăвармалла. Ку пахчаçимĕçе тĕрĕслеме, çĕрĕккине вăхăтра тупма май парать. Купăста -1...0 градусра 5 уйăха яхăн тăрать. Нÿхрепре ăшăрах пулсан управ вăхăчĕ кĕскелет, пахалăхĕ япăхать.

Кабачок, кавăн - упрама ансат çимĕçсем.

Вăрах вăхăт упрамалли кабачока /кавăна/ йăран çинче çитĕнсе çитичченех вырттармалла. Кунашкал кавăнăн е кабачокăн хуппи хытать. Упрамалли кавăнăн тунине 5 см хăвармалла. Татнă туна типсе хытать, инфекцие кĕртмест. Çимĕçсене типĕтмелле, тĕрĕслемелле, шăйрăклă çимĕçсене маларах усă курмалла. Кабачокпа кавăна нÿхрепре çÿлти çÿлĕксем çине хумалла. Юрăхлă температура ?3...?6 градус. Çÿлĕксем çине улăм е хыр лăсси сармалла, унта кашнине хутпа е пусма таткипе чĕркесе хумалла. Çак çимĕçе туна вĕçне çÿлелле туса «тăратса» тухсан лайăх упранать. Кабачока «тăратмашкăн» ятарлă ешчĕксем хатĕрлемелле. Хĕллехи вăхăтра упрама хунă пахчаçимĕçе пăхкаласах тăмалла. Çĕрме пуçланисене илсе тухмалла. Вăрах упрасан кавăн хуппи хытать, тути те улшăнать. Хăшпĕр çимĕçĕн вăрри шалтах ÿсме пуçлать.

Хăяр вăрлăхне килте хатĕрлесси пирки кăçалхи «Кил-çурт, хушма хуçалăхăн» июлĕн 2-мĕшĕнчи /26 // «Хăяр мĕншĕн йÿçĕ?» статьяра асăнса хăварнăччĕ. Вăрлăх тума çакна шута илмелле:

1. Эсир суйланă хăяр сорчĕ гибрид ан пултăр. Гибрид хăяр вăррин хутаçĕ çине F1 е F2 паллăсем пур. Гибрид хăяртан вăрлăх тусан тепĕр çул шăтса тухмасан та пултарать. Вăрлăх тума çутçанталăкра хăй тĕллĕн ĕрчеме пултаракан сорта суйламалла. Ама хăяр тăваткал аяклă пулать. Лайăх пулса çитнĕ сарă-хăмăр тĕслĕ хăяра хуппи çемĕçиччен тытмалла. Вăрă хатĕрлеме хăярăн икĕ вĕçне те касса пăрахмалла. Чечек енне - кăштах, туна енне çуррине яхăнах. Юлнă пайĕнчен вăрăна кăларса стакана ямалла, 2-3 кун хăйĕн йăлмакинче йÿçĕтмелле. Унтан вăрлăха темиçе хутчен сивĕ шывпа чÿхемелле те çÿхен сарса типĕтмелле.

Килте хатĕрленĕ вăрлăха тепĕр çулхинех акма кирлĕ мар. Унашкал вăрăран пушă чечек нумай пулать, хăяр тухăçĕ - сахал. Вăрăна 2-3 çултан аксан лайăх, хăяр вăррин шăтаслăхĕ 6-7 çул упранать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.