Комментари хушас

17 Чÿк, 2016

Пÿлĕмре ÿстерсе пăхар-и?

Урамра юр çăвать, тăман вĕçтерет. Пÿрте кĕретĕн те — чÿрече умĕнче çуллахи çырла пахчи. Хĕп-хĕрлĕ çырлаллă тĕмсем куçа илĕртеççĕ, ырă шăрши сăмсана кăтăклать. Кама килĕшмĕ çак ÿкекрчĕк?

Килте тĕр­лĕрен чечек-курăк ÿстерекеншĕн çырла акса çитĕнтересси темле кăткăс ĕç пулмĕ. Ăна пăхасси ытти чечеке пăхассинчен нимпе те уйрăлса тăмасть. Эппин, ĕçе пуçăнар-и?

Хальхи вăхăтра çырла ÿстермелли тĕрлĕ методика пур. Çуртри пушă вырăна хăвăра килĕшнĕ пек пĕчĕк пахчана çавăрма пулать. Çав кĕтесре хĕлĕпех çырла, петрушка-салат, сухан çитĕнтерме те меллĕ.

Çырла валли савăт суйлăпăр. Чи тухăçли — вертикальлĕ клумба. Кунашкал клумбăсене ирĕкре — пахчара — тусан та аван. Чечек куршакĕсенче те çитĕнтерме пулать паллах. Кун пек чухне лаптăк пысăкрах кирлĕ. Вертикальлĕ клумбăна стена çумне çирĕплетме е маччаран çакса хума пулать. Çырлана çутăпа çителĕклĕ тивĕçтерме ятарлă лампа туянмалла. Унпах çуркунне калчана çутатса çирĕплетме меллĕ.

Çутăсăр пуçне çырлана ÿсме ăшă, нÿрĕк тата тăпра кирлĕ. Ку япаласем кулленех усă кураканскерсем. Пурăнмалли çуртри сывлăш температури çырлана пиçме юрăхлă.

Вертикальлĕ клумбăна пластик савăтран е брезентран ăсталама пулать. Тĕл-тĕл çырла лартмалăх пĕчĕк «анасем» касмалла. Кашни анара — пĕрер тĕм çырла.

Мĕнле çырла пÿртре ÿстерме юрăхлă? Ремонтантлă тата ампельнăй сортсем пулсан аван. Ремонтантлă çырла çулталăкĕпех çимĕç пама пултарать. Вăхăт-вăхăт ăна кантармалла, тĕмсене çĕнетмелле. Пахчари ахаль сортсене те киле куçарма пулать. Анчах вĕсен тухăçĕ сахалрах пулĕ.

Килте ÿстермелли ремонтантлă сортсем: Сарă тĕлĕнтермĕш /Желтое чудо/, Елизавета Королева, Гора Эверест. Ĕç йĕрки ансат:

  •  туяннă вăрлăха 4 эрнене холодильника нÿрлĕ пусма таткипе чĕркесе хумалла. Эрнере пĕрре холодильникран илсе сивĕ шывпа чÿхесе каялла хумалла. Çакăн пек пиçĕхтернĕ вăрлăх акнă хыççăн 7-10 кунранах харăссăн шăтса тухать.
  •  Калча валли куршак, кăпка тăпра хатĕрлетпĕр. Çырла тĕмĕ нÿрĕке юратать, анчах тăпра куршакра шывланса тăмалла мар.
  •  Холодильникри вăрлăха кăларса пĕр-икĕ кун ăшăра тытатпăр, куршака акатпăр. Калча шăтса икĕ-виçĕ чăн çулçă тухсан ăна çырла анине куçарса лартатпăр.
  •  Çутă режимне таймерпа йĕркелесе тăмалла тусан аван. Кунне 12-14 сехет çутă пулмалла.
  •  Килти çырлана вăхăт-вăхăт калипе фосфорлă им-çампа апатлантармалла.
  •  Чечек çурма пуçласан çырлана тытăнмашкăн чечексене шăркалантармалла. Пÿртре пыл хурчĕ çук, çил вĕрмест. Эппин, ку ĕçе хамăрăн тумалла. Мамăк чăмаккипе е акварель мелкипе чечексен варрине пурне те тĕке-тĕке илмелле. Чечек çурнă вăхăтра «Завязь» текен препаратпа шăварма юрать.

Çырлана ытлашши нÿрĕк, виçесĕр хими препарачĕсем япăх витĕм кÿреççĕ.

Тăрăшса пăхсан хĕлĕпех тутлă та техĕмлĕ çимĕçе тус-тăвана астивмелĕх те килти чÿрече умĕнчех çитĕнтерме пулать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.