Пахчаçа

14 Нарăс, 2014

Айлăмри пахча

Айлăмри пахчан та хăйĕн уйрăмлăхĕсем пур, унта нÿрĕк ытларах, çутă сахалрах, çавна май ÿсен-тăран тымарĕсем патне сывлăш сахал лекет. Вĕсем çĕреççĕ, ÿсен-тăран начар ÿсет, тĕрлĕ чирпе чирлет.

Çак çитменлĕхсене пĕтерес тесен,

- дренажсем тумалла е лаптăк йĕри-тавра канавсем чавмалла*

- пахча çимĕçсене çÿллĕ йăрнсем çинче, йывăç-тĕме тăпра хушса хатĕрленĕ ятарлă тĕмескесем çинче ÿстермелле. Енчен те çĕр айĕнчи шыв çулĕсем1 метртан та çывăхрах вырнаçнă тăк çÿллĕ вулăллă йывăçсем ÿстерме май килмест. Ун пек чух вăл вырăнта тĕмсем çитĕнтерсен усăллăрах*

7 Нарăс, 2014

САНĂН КӲРШӲ МĔНЛЕ?

Хăш пахча çимĕç культурисем юнашар лайăх ӳсеççĕ, хăшĕсем пĕр-пĕрне килĕштермеççĕ?

Пур ӳсен-тăран та пĕр-пĕрне витĕм кӳрет, вĕсен пĕрлехи е тĕрлĕ сăтăрçи пур.

Пĕрисем пĕр йышши усăллă япаласемпе тăранса пурăнаççĕ, çапла майпа пĕр-пĕрне чăрмав кӳреççĕ. Теприсем вара пачах та урăхла, пĕр-пĕрне сăтăрçăсенчен хӳтĕлеççĕ /калăпăр, сиенлĕ хурт-кăпшанкăна шăршăпа хăратаççĕ/, ӳсме, тутлăхлă япаласемпе усă курма чăрмантармаççĕ.

Pages