Айлăмри пахча

14 Нарăс, 2014

Айлăмри пахчан та хăйĕн уйрăмлăхĕсем пур, унта нÿрĕк ытларах, çутă сахалрах, çавна май ÿсен-тăран тымарĕсем патне сывлăш сахал лекет. Вĕсем çĕреççĕ, ÿсен-тăран начар ÿсет, тĕрлĕ чирпе чирлет.

Çак çитменлĕхсене пĕтерес тесен,

- дренажсем тумалла е лаптăк йĕри-тавра канавсем чавмалла*

- пахча çимĕçсене çÿллĕ йăрнсем çинче, йывăç-тĕме тăпра хушса хатĕрленĕ ятарлă тĕмескесем çинче ÿстермелле. Енчен те çĕр айĕнчи шыв çулĕсем1 метртан та çывăхрах вырнаçнă тăк çÿллĕ вулăллă йывăçсем ÿстерме май килмест. Ун пек чух вăл вырăнта тĕмсем çитĕнтерсен усăллăрах*

- пахчара сулхăна тÿсекен культурăсемпе сортсем ÿстермелле*

- енчен те шыв çĕр айĕнчи шыв çулĕсене пула мар, тăпра тăмлă пулнăран пухăнать тĕк - пахчари тăпра тытăмне лайăхлатма тăрăшмалла*

- айлăмра сывлăш яланах çÿллĕ çĕртинчен сивĕрех. Çавăнпа та çуркуннесерен, çурхи тăм ÿкнĕ вăхăтра сывлăш температури çинчен пĕлтернĕ чух, сирĕн пахчара вăл тата та сивĕрех пулассине асра тытмалла.

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.