Чăн-чăн чăваш çамрăкĕсем Интернетра та чăвашлах калаçаççĕ
Паянхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пушă вăхăта Интернетра ирттерме кăмăллать. Тĕнчене ярса илнĕ серепере чăвашлăхшăн çунакансем пурри, вĕсем социаллă сайтсенче тăван чĕлхепе тĕрлĕ ушкăн йĕркелени савăнтарать. Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн vk.com сайтри кунашкал пабликсене тишкертĕмĕр, вĕсен йĕркелÿçисемпе çыхăнтăмăр.