Чăн-чăн чăваш çамрăкĕсем Интернетра та чăвашлах калаçаççĕ

Паянхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пушă вăхăта Интернетра ирттерме кăмăллать. Тĕнчене ярса илнĕ серепере чăвашлăхшăн çунакансем пурри, вĕсем социаллă сайтсенче тăван чĕлхепе тĕрлĕ ушкăн йĕркелени савăнтарать. Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн vk.com сайтри кунашкал пабликсене тишкертĕмĕр, вĕсен йĕркелÿçисемпе çыхăнтăмăр.

Пĕлтĕрхи ака уйăхĕнчен пуçласа нумай çын усă куракан vk.com сайт чăвашла «калаçма» пуçларĕ. Çак пуçару «Хавал» общество пĕрлешĕвĕ тăрăшнипе пурнăçланчĕ. Интерфейса ярас тесен вырăсла версири «мои настройки» /ĕнĕрлев/ çине пусмалла. Чĕлхесен йышĕнче «чăвашла» тенине тупмалла. Скайпа чăвашлатма майсем шыракан та, «твиттерта» тăван чĕлхепе çырнă хыпарсене вырнаçтаракан та пур. Анне сĕчĕпе куçнă чĕлхешĕн хыпса çунаканскерсем Интернетра та чăвашлах пуплеççĕ. Малалла вулас...

Любовь ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.