ЧР ПУÇЛĂХĔН СТИПЕНДИАЧĔСЕМ

8 Раштав, 2016

Пысăк пĕлтерĕшлĕ проект хатĕрлесшĕн

ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕн кăçалхи лауреачĕ, «Çĕнĕ техника хатĕрлекен Пĕтĕм тĕнчери инжиниринг компанийĕ» тулли мар яваплă обществăн трансмисси пайĕн инженер-конструкторĕ Алексей Репин çак хавхалантарăва ăслăлăх, техника тата производство енĕпе «Агромаш-180ТК» трактор валли Power Shift трансмисси тата туртакан малти мост туса хатĕрленĕшĕн тивĕçнĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ çамрăка "ÇХ" тĕпелне йыхравларăмăр.

3 Чÿк, 2016

«Чапшăн çунма юрамасть»

Вăрмар районĕнчи Вăрмар шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Таня Беззубован каппайланма сăлтавĕ те пур ĕнтĕ. Вăл — ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ-çке! Çак сумлă хавхалантарăва, паллах, тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе тата çивĕч ăс-тăнĕпе тивĕçнĕ. Çапах та хĕрача сăпайлăхне нихăçан та çухатмасть. Оскар Уайльд çырнă «Дориан Грей портречĕ» романа вуланă хыççăн пушшех те çак шухăш вăйланнă унăн: «Чапшăн çунма, хăвна кăна юратма юрамасть. Чунпа ырă пулмалла». Мухтанма пĕрре те мехел çитереймест.

6 Юпа, 2016

Купăс каласа ураран ÿкиччен ташлаттарать

ЧР Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕ Георгий Смирнов иккĕмĕш курсра çеç ăс пухать пулин те преподавательсемпе тантăшĕсене хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме ĕлкĕрнĕ.

29 Авăн, 2016

Кашни медальте — савăнăç

Василий Ялуков пĕрремĕш класра ишме вĕреннĕ. «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлсан вăл унта ишев секцине çÿреме тытăннă. Владимир Арсентьевич Карягин тренер патĕнче ăсталăхне туптаканскер часах спортăн çак тĕсĕ хăйне валлиех пулнине ăнланса илнĕ. Вăл тÿрех спортăн икĕ тĕсĕпе ăмăртусене хутшăнма тытăннă. Анчах акватлона ытларах килĕштерет, мĕншĕн тесен унта чупасси те, ишесси те пур.

Çĕнтерÿ кахалланса ларакан патне килмест, ун патне хăвăн çул уçмалла. Вася, сăмахран, кашни ирех шкула кайиччен бассейна çитме вăхăт тупать.

4 Çурла, 2016

Çирĕп кăмăллăскер

Роман вĕренÿ отличникĕ, кашни çулах Хисеп хучĕсем илме тивĕç пулать. Пултаруллăскер хăйĕн пĕлĕвĕн çирĕплĕхне тĕрĕслеме çиччĕмĕш класранах пуçланă. Çулсерен район шайĕнчи тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнать, яланах малтисен йышĕнче вăл. Чи асра юлмалли саманта - республика шайĕнче район чысне хÿтĕлесе вырăс литературипе призер пулса тăнине — Роман тулли кăмăлпа йышăнать.

Pages