Кашни медальте — савăнăç

Василий Ялуков пĕрремĕш класра ишме вĕреннĕ. «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлсан вăл унта ишев секцине çÿреме тытăннă. Владимир Арсентьевич Карягин тренер патĕнче ăсталăхне туптаканскер часах спортăн çак тĕсĕ хăйне валлиех пулнине ăнланса илнĕ. Вăл тÿрех спортăн икĕ тĕсĕпе ăмăртусене хутшăнма тытăннă. Анчах акватлона ытларах килĕштерет, мĕншĕн тесен унта чупасси те, ишесси те пур.

Çĕнтерÿ кахалланса ларакан патне килмест, ун патне хăвăн çул уçмалла. Вася, сăмахран, кашни ирех шкула кайиччен бассейна çитме вăхăт тупать.

— 500 метра яхăн пĕр чарăнмасăр ишме хăнăхсан чăтăмлăх ÿссех пырать, çапла вăйлăрах ишме тытăнатăн, — сĕнет вăл спортăн çак тĕсне тин кăна пуçăнакансене.

Ăмăртусенче тивĕçнĕ кашни медале савăнăçпа аса илет Вася. Акватлон енĕпе вăл республика тата Раççей шайĕнчи ăмăртусене те хутшăннă. Паллах, çакă хăвна ыттисемпе танлаштарма, çитменлĕхÿсене асăрхаса тата лайăхрах хатĕрленме хистет.

Хастарскер районти «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнчи çарпа патриот клубне те çÿрет. Унта автомат салатма тата пуçтарма, винтовкăран пеме, тĕрлĕ чăрмав витĕр тухма тата ытти хăнăхăва вĕреннĕ. Вася çар çынни пулма ĕмĕтленет, çавăнпа тĕллевне пурнăçа кĕртме çине тăрсах тăрăшать.

Пушă вăхăтра вун виçĕ çулти шăллĕпе Савелипе выляма, пĕрле аниме пăхма мĕн тери интереслĕ-çке. Асли кĕçĕннине спортпа туслаштарма тăрăшать, тĕрлĕрен хăнăхтару пурнăçлаттарать. Шăллĕ те питĕ маттур, пиччĕшĕнчен юласшăн мар.

Васьăн чун киленĕçĕ нумай. Юрлама тата ташлама юратать вăл. Ахальтен мар музыка шкулĕн-че пĕлÿ илнĕ, сцена çинче хăйне тытма вĕреннĕ. Унсăр пуçне кĕнеке вулама та кăмăллать, фантастика жанрĕ уйрăмах килĕшет ăна. Чи юратни — Н.Перутовăн «Алмазран тата йывăçран тунă хĕç» кĕнеки, икĕ пайĕ те чунне тыткăнланă иккен.

— Çак кĕнекене вуласа тухнă хыççăн хамăн та çавăн пекрех хайлав çырас килчĕ. Анчах темĕнле тăрăшсан та усси çук. Çырасси пурин те пулмасть иккен, — тет маттур каччă.

Вася — ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Тăрăшулăхне, хастарлăхне, пултарулăхне кура илнĕ вăл çак сумлă хавхаланăва.

— Стипендие тивĕçес тесен, манăн шухăшпа, çыннăн нумай паха ен пулмалла: лайăх вĕренмелле, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнмалла, конкурссенче çĕнтермелле, пур çĕрте те хастар пулмалла, аслисене пулăшмалла… Эпĕ волонтер пулнă май ветерансем патне тăтăшах çÿретĕп, вĕсене çăмăллăх кÿрес тетĕп. Паллах, çакă та çитĕнÿ тума хавхалантарать, — терĕ Вася «Тантăш» вулаканĕсене ăнăçу суннă май.

Лариса ПЕТРОВА.

Патăрьел районĕ,

Патăрьел, 2-мĕш шкул.

 

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.