ЧР ПУÇЛĂХĔН СТИПЕНДИАЧĔСЕМ

4 Çурла, 2016

Кросран пуçланнă çитĕнÿсем

Сăпайлă та ырă кăмăллă Николай Алексеев мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă. Шăпах хăйĕнче çак ене аталантарса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунăшăн Коля республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

28 Утă, 2016

Пур çитĕнÿ те савăнăç кÿрет

Таня Çĕпĕрте çуралнă, анчах мĕн пĕчĕкренех чунĕпе Чăваш Ене туртăннă. Ахальтен мар. Йăх тымарĕсем кунта-çке. Ултă çул каялла вара çемье чăваш çĕрне куçса килнĕ. Кунта пĕтĕмпех интереслĕ те хăйне евĕрлĕ пек туйăннă Таньăна.

23 Çĕртме, 2016

«Ялтах лайăх»

«Кашни çыннăн çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнтăлмалла. Пĕр вырăнта чарăнса тăни тĕллевсене пурнăçлама чăрмантарать», — тет саккăрмĕш класран вĕренсе тухнă Инесса Егорова. Вăл — Республика Пуçлăхĕн стипедиачĕ.

2 Çĕртме, 2016

Ӳкерчĕкĕсем чĕрĕ тейĕн

Эпир пурнăçа кашни хăйне евĕр куратпăр, çавăнпах пулĕ пĕр-пĕринчен улшăнса тăратпăр. Пĕрисен ялан мĕнле те пулин ĕçе хутшăнас, хастарлăхпа палăрас, ытларах та ытларах çитĕнӳ тăвас килет — çакă вĕсене вăй-хал парса тăрать.

5 Çу, 2016

Наянлăха çĕнтермелле те çитĕнÿ тумалла!

Дима вун пĕрмĕш класра вĕренет, шкулти хаваслăхпа сыв пуллашиччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çапах та халĕ канăç паман тĕп шухăш — патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытасси. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать пулин те мĕн пĕлнине кăна шанса лармасть вăл, кĕнеке тытса тата тĕплĕнрех хатĕрленет.

Pages