Пур çитĕнÿ те савăнăç кÿрет

Таня Çĕпĕрте çуралнă, анчах мĕн пĕчĕкренех чунĕпе Чăваш Ене туртăннă. Ахальтен мар. Йăх тымарĕсем кунта-çке. Ултă çул каялла вара çемье чăваш çĕрне куçса килнĕ. Кунта пĕтĕмпех интереслĕ те хăйне евĕрлĕ пек туйăннă Таньăна.

— Малтан чăваш ачисемпе хутшăнса курман эпĕ. Кунта пĕтĕмпех урăхла: хутшăну та, тĕнчекурăм та. Халăх уявĕсене мĕнле ирттерни килĕшет. Акатуя кашнинчех хаваспа хутшăнатăп, — каласа парать хĕрача.

Çапах та Çĕпĕр тăрăхне те чĕререн кăлараймасть вăл. Пĕрле выляса ÿснĕ тантăшĕсем час-часах аса килеççĕ. Аслашшĕ те, шахтăра ĕçлесе пурăннăскер, унтах юлнă.

Хастар та тăрăшуллă çынна пур çĕрте те часах асăрхаççĕ. Таня та шкул пурнăçĕнчен айккинче юлмасть. Çитменнине, хушаматне илтсенех пурте унпа кăсăкланма тытăнаççĕ. «Александр Пушкинăн «Евгений Онегин» поэминчи Татьяна мар-ши ку?» — теççĕ ахăртнех. Пике чăнах та, поэтсем мухтамалли сăнар пекех: сăнĕпе те, чунĕпе те илемлĕ. Лайăх вĕренекенскер спорт енĕпе те маттур. Çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăнса час-часах çĕнтерÿпе савăнтарать. Волейболла тата баскетболла ăста вылять вăл. Çавăн пекех республика шайĕнчи «Зарница» тата «Орленок» вăйăсенче те палăрнă.

Ашшĕнчен ăна юрлас пултарулăх куçнă. Музыка шкулĕнче хушма пĕлÿ илнĕскер ку енĕпе те чылай конкурса хутшăннă.

— Юрланă чухне хăйне евĕрлĕ кăмăл-туйăм çуралать, сăмахсене чунпа туятăн. Савăнăçлăраххисене ытларах шăрантаратăп пуль эпĕ, — хăйĕн чун киленĕçĕ пирки пĕлтерет çепĕç чунлă хĕрача.

Иртнĕ çул Таня «Эпĕ — Раççей гражданинĕ» конференци валли проект хатĕрленĕ. Вăл туризм аталанăвĕпе çыхăннă, «Патăрьелти асран кайми вырăнсем» ятлă пулнă. Ертÿçи — Сергей Петрович Кальметов. Тăрăшса хатĕрленĕ проект республикăра чи лайăх вунă ĕç шутне кĕнĕ.

— Пур çĕнтерÿ те савăнăç кÿрет мана. Хăшĕ чуна çывăхрах пулнине уйăрса калаймастăп, кашниех сăн-питре телейлĕ кулă çуратать, — тет Таня.

Шкул тата общество пурнăçне хастар хутшăнакансене патшалăх асăрхамасăр хăвармасть. Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшакан Татьяна Пушкина — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ.

— Анне маншăн идеал вырăнĕнчех, эпĕ яланах унран тĕслĕх илме тăрăшатăп. Вăл ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлет. Мана мĕн пĕчĕкрен çывăх çынсене чунри ăшăлăха парнелеме, пурнăçа хаклама, Тăван çĕршыва юратма вĕрентет. Эпĕ стипендие тивĕçнинче унăн тÿпи пысăк. Çавăнпа чи малтанах ăна тав тăватăп. ОБЖ вĕрентекенне Виктор Львович Антипова, шкул директорне Валентина Витальевна Думилинăна тата пур вĕрентекене те пысăк тав. Ытти ачасене те çак стипенди патне ăнтăлма ăнăçу сунатăп! — тет Таня кăмăлтан.

Лариса ПЕТРОВА.

Патăрьел районĕ,

Патăрьел 2-мĕш шкулĕ.

 

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.