Кросран пуçланнă çитĕнÿсем

4 Çурла, 2016

Сăпайлă та ырă кăмăллă Николай Алексеев мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă. Шăпах хăйĕнче çак ене аталантарса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунăшăн Коля республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

— Эпĕ çăмăл атлетикăна питĕ килĕштеретĕп, — каласа парать арçын ача. — Районти, республикăри ăмăртусене тăтăш хутшăнатăп, час-часах малти вырăнсене йышăнатăп. Пысăк çитĕнÿсенчен пĕри — ЧР чемпионатĕнче виçĕ çухрăм чупса виççĕмĕш вырăн йышăнни. Çулсеренех шкул команди йышĕнче районти «Зарницăпа» «Орленок» вăййисене хутшăнатăп. Пĕлтĕр пирĕн команда район чысне республикăра хÿтĕлерĕ, иккĕмĕш вырăна тухрăмăр. Кунта манăн тÿпе те пур: 1000 метр чупса иккĕмĕш вырăн йышăнтăм-çке.

Коля пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра пуçласа çĕнтерÿ тутине туйса илнĕ, шкул кросĕнче чи малтан чупса тухнă. Улттăмĕш класра вара арçын ача хăйĕн пĕрремĕш медальне çĕнсе илнĕ.

Чăн та, спортри çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ Хисеп хучĕ те, медаль те чылай Кольăн. Пурне те каласа тухма çук. Вăл çăмăл атлетикăпа аслисен хушшинче 1-мĕш разряда тивĕçниех мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтрах арçын ача вĕренÿре те хастар. Кăçал районта технологи, ОБЖ, обществознани олимпиадисенче призерсен йышне кĕнĕ.

Акă Коля вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ те ĕнтĕ, кĕçех вăл студент пулса тăрĕ. Паллах, аслă шкулта ăна тата пысăкрах çитĕнÿсем кĕтеççĕ. Эппин, хастар çамрăка ăнăçу сунар!

Лариса ПЕТРОВА.

Канаш районĕ,

Шуркасси шкулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.