«Ялтах лайăх»

23 Çĕртме, 2016

«Кашни çыннăн çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнтăлмалла. Пĕр вырăнта чарăнса тăни тĕллевсене пурнăçлама чăрмантарать», — тет саккăрмĕш класран вĕренсе тухнă Инесса Егорова. Вăл — Республика Пуçлăхĕн стипедиачĕ. «Çак ята тивĕçес тесен мĕн тумалла-ши?» — тесе ыйтсан тăрăшуллăскер çапла хуравларĕ: «Тĕрлĕ конкурс-викторинăна, олимпиадăсене, ăмăртусене хутшăнса палăрмалла, çĕнтермелле».

Инесса çулсеренех вырăс чĕлхипе иртекен Пĕтĕм Раççейри «Вырăс упа çури» викторинăна, «Чăваш чĕкеçĕ», пĕтĕм тĕнчери «Кенгуру» çамрăк математиксен конкурсне хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илет. Наукăпа практика конференцийĕсенче çивĕч ăсĕпе палăрать.

Унсăр пуçне пĕлтĕр Чăваш патшалăх педагогика университечĕ дистанци мелĕпе ирттернĕ «Çамрăк энциклопедист» конкурсра пĕрремĕш вырăна тухса диплома тивĕçнĕ.

Пур енĕпе те пултаруллă Инесса. Спорта юратнăранах шкулти хĕрсен пĕрлештернĕ баскетбол командинче вылять. Ку енĕпе те чылай ăмăртура пулнă. Пĕрре çеç мар çĕнтерÿпе таврăннă.

— Кашни çитĕнÿ чуна хавхалантарать, кăмăла çĕклет. Çавăнпа тĕрлĕ тупăшура хама тĕрĕслетĕп. Çулсеренех районти «Зарница», «Орленок» çарпа спорт вăййисене хаваспа хутшăнатăп. Унти конкурссенче çаврăнăçулăхпа правурлăха кăтартмалла, ăс-хакăла та тĕрĕслеççĕ. Çакă килĕшет те мана. Уйрăмах «тинĕс тĕввине» çыхасси кăмăла каять, — калаçать вăл хăпартланса. — Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне шкулта «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» класс йĕркелени пысăк савăнăç пулчĕ. Хамăр класпа эпир стройпа утакансен республика слечĕсемпе парачĕсене хутшăнатпăр. Çакă Тăван çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма хистет. Патриотлăха туптама пулăшать.

Тăван тавралăха хаклаканскер çут çанталăк илемĕпе кăмăлтан киленет. Юратать вăл тăван ялне, тăрăха.

— Ялта питĕ лайăх. Сывлăш уçă, таса, йĕри-тавра йывăç-курăк, ачаран палланă сăнсем. Чи пĕлтерĕшли кунта — юратнă аттепе анне, тăвансем пурри. Малашне вĕренме хулана каймалла. Унталла чун туртсах каймасть те, тăван тăрăхран уйрăлас килмест, — тет Инесса.

Хăйĕн çитĕнĕвĕсемшĕн вăл ашшĕпе амăшне чĕререн тав тăвать. Çывăх çыннисем хĕрачана сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. «Яланах тÿрĕ çулпа утма тăрăш, хĕрĕм», — тенине асра тытса ашшĕпе амăшĕн шанчăкне тÿрре кăларма ăнтăлать маттурскер.

Нина ЦАРЫГИНА.

Вăрнар районĕ,

Хапăс шкулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.