Комментари хушас

3 Чÿк, 2016

«Чапшăн çунма юрамасть»

Вăрмар районĕнчи Вăрмар шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Таня Беззубован каппайланма сăлтавĕ те пур ĕнтĕ. Вăл — ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ-çке! Çак сумлă хавхалантарăва, паллах, тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе тата çивĕч ăс-тăнĕпе тивĕçнĕ. Çапах та хĕрача сăпайлăхне нихăçан та çухатмасть. Оскар Уайльд çырнă «Дориан Грей портречĕ» романа вуланă хыççăн пушшех те çак шухăш вăйланнă унăн: «Чапшăн çунма, хăвна кăна юратма юрамасть. Чунпа ырă пулмалла». Мухтанма пĕрре те мехел çитереймест.

Таня биологи предметне питĕ юратать. Тăван тавралăхпа çыхăннă пур ыйту та канăç памасть ăна. Чĕрчунсемпе ÿсен-тăран тĕнчин хăш-пĕр вăрттăнлăхне пĕлес килнипех биологи урокĕнче вĕрентекенĕн кашни сăмахне тимлĕ итлет, мĕн кăсăклантарнине ыйтмасăр пултараймасть вăл. Ахальтен мар-çке вĕренÿре «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыраканскер çут çанталăк пĕлĕвне тĕрĕслекен олимпиадăсемпе конкурссенче тăтăшах мала тухать. Сăмахран, биологи предмечĕпе шкул ачисен Питĕрте иртнĕ олимпиадинче икĕ хутчен иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Класпа пĕрле «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче пулнă хыççăн вара Таня пархатарлă шухăш патне çитсе тухнă.

— Пирĕн пурин те чĕрчунсене пурăнма, ĕрчеме вĕсене юрăхлă лайăх условисем туса пама тăрăшмалла: йывăç лартмалла, хĕлле кайăксене валли сырăшсем çакмалла… Эпир класри ачасемпе пĕрле çакăн евĕр ĕçсене тăтăшах хутшăнатпăр. Çутă ĕмĕтĕм те çакăнпах çыхăннă — шкул хыççăн аслă пĕлÿ илсе ветеринар пуласчĕ, — тет вăл .

Спортпа та туслă Таня. ГТО нормативне яланах çăмăллăн пурнăçлать. Кĕске дистанцие чупма кăмăллать. «Зарница» вăййисене хутшăнсан вара пăшалтан пересси ăна пуринчен ытла килĕшнĕ, çак енĕпе вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Нумай енлĕ çитĕнĕвĕсене пулах Таня стипендиат пулса тăнă. Анчах ку кăна та мар иккен. Хĕрача шухăшĕпе, ашшĕ-амăшĕ çеç мар, класри тантăшсем хавхалантарни те çитĕнÿ тăвас ĕçре пысăк пулăшу кÿрет.

— Пирĕн класс питĕ туслă, — тет вăл. — Эпир яланах пĕр-пĕриншĕн савăнатпăр, йывăрлăхра пулăшатпăр. Çавăн пек тантăшсем пурри — телей.

Ачасем, эсир те класри туслăха хаклăр. Сирĕнтен кашниех пысăк çын пулма çуралнă. Анчах та хăшне-пĕрне, тен, шăпах ăшă сăмах çеç çитмест. Юлташăра хавхалантарсан вăл хăйĕн вăйне ĕненсе ăнăçу хыççăн ăнăçу тума тытăнĕ. Таня Беззубова пекех эсир те ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçме пултаратăр вара. Мĕншĕн тесен теприне ырă сунакана хăйне те ырăпа тавăраççĕ.

Лариса ПЕТРОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.