Комментари хушас

4 Çурла, 2016

Çирĕп кăмăллăскер

Роман вĕренÿ отличникĕ, кашни çулах Хисеп хучĕсем илме тивĕç пулать. Пултаруллăскер хăйĕн пĕлĕвĕн çирĕплĕхне тĕрĕслеме çиччĕмĕш класранах пуçланă. Çулсерен район шайĕнчи тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнать, яланах малтисен йышĕнче вăл. Чи асра юлмалли саманта - республика шайĕнче район чысне хÿтĕлесе вырăс литературипе призер пулса тăнине — Роман тулли кăмăлпа йышăнать.

Анлă тавракурăмлă каччă нихăçан та пĕр вырăнта тăмасть: яланах шыравра, нумай вулать, çĕнĕрен те çĕнĕ пулăмсемпе паллашать, пурнăç çулĕ çине тăма кирлĕ предметсене шĕкĕлчет. Вырăс чĕлхипе литература, историпе географи, обществăпа экономика, физикăпа математика предмечĕсене кăмăллать, тăтăшах факультативсене çÿрет.

Роман — «Çамрăк çыравçă» кружокăн хастарĕ. Пушă вăхăтра сăвăсем шăрçалать, конкурссене хутшăнма хайлавсем хатĕрлет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕ уншăн уйрăмах тухăçлă пулчĕ. Республика шайĕнче тĕрлĕ енлĕ конкурссене хутшăнса малти тата призлă вырăнсене йышăнчĕ. Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ 10 классем хушшинче ирттернĕ «Нарспи сăнарне эпĕ çапла ăнланатăп» сочинени конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Чăваш кĕнеке издательствин «Çамрăк талантсем» конкурсĕнче те малти вырăна тухрĕ. Çавăн пекех «Манăн тивĕçĕм те, ирĕклĕхĕм те пур» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. «Космос тата ачасем» конкурс та иккĕмĕш вырăнпа савăнтарчĕ. Роман «Тантăш» хаçатпа та çыхăну тытать, унта хăйĕн сăввисене, заметкисене кун çути парнелет. 2011 çулта вăл çак хаçат лауреачĕ те пулчĕ, Хисеп хутне те тивĕçрĕ.

Çулсеренех «Русский медвежонок», «Британский бульдог», «Золотое руно» тата «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурс-вăйăсене хутшăнса хăйĕн тавракурăмне анлăлатать. Виçĕ çул хушши «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулчĕ.

Роман-çирĕп кăмăл-туйăмлă çамрăк, хăйне шанса панă ĕçе вăхăт-ра та тĕплĕ пурнăçлать. Вăл — Шкул республикин çирĕп ыйтакан вĕрентÿ министрĕ.

Спортпа та туслă: чупма, футболпа хоккейла выляма кăмăллать, район шайĕнче иртекен тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса дипломне тивĕçет.

Вĕренÿри пысăк çитĕнÿсемшĕн активлă та хастар çамрăк 2015 çулхи авăн уйăхĕнче «Артек» ача-пăча центрĕнче канса килчĕ, пурнăçри чи телейлĕ саманчĕсене юлташсемпе, пĕр класра вĕренекенсемпе пайларĕ.

Надежда ЕВДОКИМОВА.

Йĕпреç районĕ,

Чăваш Тимеш.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.