Отпускра та килте лараймасть
20-30 çул каялла агроном ялти чи сумлă специалистсенчен пĕри шутланнă. Ял хуçалăхĕнчи чылай ĕçшĕн яваплă вăл: калча тикĕс шăтнăшăн та, тыр-пул тухăçĕшĕн те... Çĕр пиçсе çитнипе çитменнине, акана тухмаллине, мĕн чухлĕ им-çам сапмаллине тата ытти ыйтăва йăлтах унăн уçăмлатмалла. Шел те, юлашки вăхăтра çамрăксем агроном пуласшăн мар. Çакна Чăваш патшлăх ял хуçалăх академине ку специальноçпе вĕренме кĕрекен сахалли те çирĕплетет. Апла пулин те авалхи ĕçе чунран килĕштерекен çук мар. Вĕсенчен пĕри - Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕнче пурăнакан Лариса Тойгильдина. ЧР Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиаткипе тĕл пулса калаçма май килчĕ. Малалла вулас...