Комментари хушас

Питĕ хытă тарлатăп. Лавккана кайса килетĕп – йĕп-йĕпе, картишне тухса сурăхсене апатлантарса кĕретĕп – каллех йĕпе. Çав хушăрах хамăн мĕн ыратнине те пĕлместĕп. Мĕнле чир-ши манăн?

Юлия Николаева. Вăрмар районĕ.

Кирек епле çын та тарлать. Анчах чылай чухне мăнтăр çынсем, нерв ĕçĕпе гормон шайлашăвĕ пăсăлнисем, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе, туберкулезпа чирлекенсем шар кураççĕ. Стресс тÿссен, питĕ хăрамалли, пăшăрханмалли е тарăхмалли тупăнсан та çын тарлать.

Чĕрен шалти сийĕ шыçсан та (эндокардит) тарлаттарать, уйрăмах çывăрнă чухне.

Пĕсехе парĕпе пÿре çи парĕн ĕçĕсем пăсăлсан, çавăн пекех хĕрарăм чирĕсемпе чирлесен гормонсен шайлашăвĕ пăсăлма пултарать. Паллах, кун пек чухне çын тарлать. Хăшĕ-пĕрин çакă вăхăтлăха çеç, гормонсем йĕркене кĕрсе çитиччен тăсăлать. Климакс вăхăтĕнче организмăн шалти пар органĕсен ĕçĕ тĕпрен улшăнать. Çавăнпа ку тапхăрта тарланинчен ятарлă препаратсемсĕр хăтăлма та çук.

Сахăр диабечĕпе аптракансем час-часах сивĕ тара ÿкеççĕ.

Хытă тарланипе аптракансене тухтăрсем чылай чухне тĕп нерв тытăмне лăплантаракан эмелсем çырса параççĕ.

Тарлани вăл е ку чирпе çыхăнман чухне халăх меслечĕсемпе аппаланса пăхма юрать. Калăпăр, ирпе-каçпа ăшă тата сивĕ шывпа çăвăнни.

Канăçсăрлантаракан вырăнсене кун тăршшĕнче темиçе хут та пан улми уксусĕпе йĕпетнĕ татăкпа сăтăрмалла. Çывăрма выртас умĕн компресс хумалла: çур стакан шыва 1 кашăк уксус ямалла, пусма таткине хайхи шывпа йĕпетсе 10 минутлăха ялан тарлакан вырăна хумалла. Кайран лĕп шывпа çуса ямалла. Сиплев тапхăрĕ – 14 кун.

Чăрăш тăрри (полевой хвощ) шывĕ. Эмаль кастрюле çур литр шыв, 3 кашăк чăрăш тăрри курăкĕ ярса 3 минут вĕретмелле. Унтан сăрăхтарса кĕленчене ямалла. Çывăрас умĕн марльăна курăк шывĕпе йĕпетсе хул айĕпе ытти вырăна 20 минутлăха хумалла.

Çав тери хытă тарлатăр пулсан хыр маçĕпе сипленсе пăхмалла: 3 кашăк чухлĕ вĕтетнĕ хыр е чăрăш йĕппи тата 5 кашăк пыл хатĕрлемелле. Пыла пăс çинче ирĕлтермелле, хыр йĕппи хушса 10 минута яхăн вĕретмелле. Пулнă шĕвеке кĕленчене ярса 10 кунлăха сивĕтмĕше лартмалла. Уйрăмах тарлакан вырăнсене каçсерен хайхи маçпа сĕрмелле. 20 минутран ÿте çуса ямалла. Чылай чухне çапла пĕр-икĕ хут тунипех уссине туйнине калаççĕ, хăвăра лайăх туйсан та 14 кун таранах сипленмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.