Archive - 29 Ака, 2014 - Хресчен сасси
Чăннипех чĕртесшĕн
Чылай ялăн сывлăхĕ хавшаккине пытармăпăр. Ĕçкĕпе иртĕхекенсемпе вăл сывă пулаймĕ. "Маншăн ик айкки те – тăвайкки" шухăшлавпа та мала каяймĕ. Ĕлĕкхине аса илтерни те ăс-тăна витермест. Чĕрĕлĕх кĕртме витĕмлĕ тĕслĕх кирлĕ. Ыран, тепĕр кун мар, халĕ – шăпах çак самантра. Шупашкар районĕнчи Атăльялри пек.
Вулавăш сукмакĕ
«Кĕнеке – пурнăç çăл куçĕ», – тетпĕр пулсан та халĕ унпа çынна илĕртеймĕн. Çамрăксене пушшех те. Ахальтен мар ĕнтĕ Вера Леонтьева библиотекарь ял халăхĕпе çыхăну тытма урăх мел шухăшласа тупнă. Вулавăш çумĕнчех ача-пăча валли «Çут çанталăк тусĕсем» экологи тата хĕрарăмсен клубĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене Вера Николаевна хăй ертсе пырать.
Зойка вăрманĕ
Ял çинче пĕрре мар илтнĕ çак сăмахсене. Ытларах ватă çынсем калатчĕç: «Зойка вăрманĕнче речĕ-речĕпе кăмпа ларать, хăть çавапа çул». «Зойка хурăнлăхĕнче мунча кĕме милĕк хуçасшăнччĕ – пулмарĕ. Вăрман çамрăк, юрамасть терĕç вĕренекенсем»... Хам та вăрман вăрманах тенĕ те Зойки пирки шухăшласах та кайман.
Сывă пул, Мускав
Çынна тирпейлесе пытарассипе çыхăннă тăкаксем 250-300 пине кайса лараççĕ
...Япăх тĕлĕк курнипе Катюша çур çĕр иртсен вăранса кайрĕ. Чим-ха, кĕсье телефонĕпе шăнкăравлаççĕ. Диван çине хунăскер пĕрре çуталса, тепре сÿнсе сас парать. Çĕр варринче кама мĕн кирлĕ-ши тата? Ырра мар ку, туршăн та.
Мускавран пиччĕшĕн мăшăрĕ Полина шăнкăравлать-мĕн:
– Катя, илтетни эс мана?! Эля вилсе кайрĕ вĕт. Эля... – хăй йĕрет, сасси чĕтревлĕ.