- Чăвашла верси
- Русская версия
Сывă пул, Мускав
Çынна тирпейлесе пытарассипе çыхăннă тăкаксем 250-300 пине кайса лараççĕ
...Япăх тĕлĕк курнипе Катюша çур çĕр иртсен вăранса кайрĕ. Чим-ха, кĕсье телефонĕпе шăнкăравлаççĕ. Диван çине хунăскер пĕрре çуталса, тепре сÿнсе сас парать. Çĕр варринче кама мĕн кирлĕ-ши тата? Ырра мар ку, туршăн та.
Мускавран пиччĕшĕн мăшăрĕ Полина шăнкăравлать-мĕн:
– Катя, илтетни эс мана?! Эля вилсе кайрĕ вĕт. Эля... – хăй йĕрет, сасси чĕтревлĕ.
Мĕнле-ха капла? Аслă хĕрĕ Эля вăтăра та çитмен. Мĕн амакĕ сиксе тухнă-ши? Эй, тĕнче... Çын паян пур та ыран çук. Йывăр хуйхăра ашшĕ-амăшне пулăшмаллах. Инçе çула пуçтарăнмалла пуль. Владик пиччĕшĕн йăмăкĕсем тăваттăн: Клара, Зоя, Наташа, тата Людмила. Тĕрлĕ хулара пурăнаççĕ, çемьеллĕ. Вĕсене пĕлтерес.
Чăваша качча тухса Куславккарах юлни Катюша çеç. Пиччĕшĕ ялтан тухса кайса Мускавра тĕпленни çур ĕмĕре яхăн. Ӳсерехпе унăн икĕ хĕр пĕрчи – Эльăпа Роза яла хутран-ситрен килкеленĕ. Ытарайми чăваш пикисем, пĕри тепринчен капăртарах тумланнă. Чун тĕпренчĕкĕсене чипер çÿретессишĕн укçа хĕрхенместчĕç çав, мĕн ыйтнă – çавна туянса панă. Тепĕр чухне иртĕхтернĕ те. Çын хушшинче хăйсене вĕçкĕнрех тытасси çавăнтан пуçланмарĕ-ши. Яла тухсан чăвашла пуплесшĕнех марччĕ: "Мы не понимаем, говорите по-русски", – тесе тутине тăсатчĕç.
Ак халь Эля çут тĕнчепе сыв пуллашрĕ. Ашшĕ ăна çăмăл машина туянса панине илтнĕччĕ-ха, çавăнпа аварие лекнĕ-ши? Çак ыйту автобусра çул тăршшĕпех канăç памарĕ Катьăна. Килти выльăх-чĕрлĕх пирки кулянмалли çук – пуçтарнă, мĕн-мĕн тумаллине ачасене каласа хăварнă. Мускавĕ чуна сехĕрлентерет.
Полинăсен хваттерĕнче шăп. Владик пуçне пĕксе ларать. Алăка мăшăрĕ уçрĕ. Ун-кун пăхкаларĕ Катя – тупăк курăнмасть.
– Вилене киле илсе килмеççĕ пирĕн, – ун çумне пырса ларчĕ Полина.– Моргра сыв пуллашмалла. Эльăна машина çумĕнче тупнă...
Владик, тăванĕсем килнипе кăштах йăл илнĕскер, хăрушă ĕç-пуç çинчен каласа пачĕ. Хĕрĕ аварие лекмен-мĕн, такамсем хытă хĕненипе чунĕ тухнă.
– Тĕрлĕ ăçти çукпа ан çыхлан тесе миçе каларăм пуль, яхăнне те ямарĕ, – тет Владик. – Çав наркăмăша – наркотика пула тĕп турĕç, тупата. Хĕрĕме чĕн пиçиххипе вĕтелеме патнех çитнĕччĕ, алă çĕкленмерĕ. Амăшĕ пĕрмай ун хутне кĕрет, иномарка илсе парар, пирĕн кÿршĕсенчен чаплăраххине пăхса хутăм тет.
– Çамрăклах иртĕхтеретпĕр çав.
– Ара, хамăр нушапа ÿснĕ те ачасене лайăхрах тăвас килет-çке. Сире пĕлтерменччĕ: Эльăна темшĕн айăпласа следстви изоляторĕнче çур çул тытрĕç вĕт! Тамăка лекнипе черчен чунĕ тÿсеймен курăнать. Героин сутса услам тăвакансен ячĕсене, адресĕсене каланă-ши? Тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлместĕп. Полици шарламасть. Наркотик патшисем хăйсен хÿрешкисене тĕллеттерсе янă – çавсемех пуçне çирĕç, турă йăлтах курать.
– Эля упăшки ăçта тата?
– Кам пĕлет. Çулталăкранах уйрăлчĕç вĕсем. Йĕкĕтне килĕштернĕччĕ эпĕ. Туртмастчĕ, ĕçместчĕ. Пĕр сăмахпа, тÿрĕ çын. Çемье салансан Эля пурнăçĕ айăн-çийĕн çаврăнса кайрĕ. Ашшĕ-амăшĕ сăмахне хăлхана чикмен. Кам килсе тухатрĕ-ши? Эпир ку яхăнта никама та япăх туман.
Полина каланă тăрăх – виле тирпейлесе пытарма сахалран та 250-300 пин тенкĕ кирлĕ. Ку сăмахсене илтсен ял çынни хăй тупăка кĕрсе выртĕ ахăртнех. Халь "Хонда" машинине сутма тивет-тĕр. Паллах, тăванĕсем пухса пачĕç. Вăт самана... Чиркÿре асăнтармалла, моргра справка çырса панăшăн та укçа сăптăраççĕ мур илесшĕсем. Юлашки çула ăсатассипе çыхăннă ытти пулăшу ĕçĕсене асăнмăпăр та. Хуйха ÿкнĕ тăванĕсен çири кĕпине хывса илме хатĕр ритуал службин çыннисем. Тепĕр япала тĕлĕнтерчĕ: Эльăпа инкек сиксе тухни çинчен полицирен тин кăна шăнкăравланă – ритуал сотрудникĕ персе те çитнĕ. Ăçтан, мĕнле майпа пĕлсе тăраççĕ вĕсем – калама хĕн.
Мускав хакĕсем ураран ÿкереççĕ. Урăх тĕнчене лекнĕн туятăн хăвна. Кулленхи хутшăнура ытларах долларпа перкелешеççĕ. Пирĕн пек айвансене çаратмалла ĕнтĕ. Юриех Интернета кĕрсе пăхрăм. Тĕп хулара пурĕ 133 масар, пытарма иккĕшĕ уçă-мĕн. Паллă çынсене хăш-хăш çăва çинче пытарнине пĕлетпĕр-ха, ахаль çынсене облаçа леçеççĕ. Çуллен мегаполисра 120 пин виле. Çĕнĕ Шупашкар пысăкăш "хула" вĕт ку! Çуррине крематорире çунтараççĕ. Пытарассипе çыхăннă патшалăх прейскуранчĕсене çирĕплетнĕ, анчах вĕсене никам та пăхăнмасть. Сăмахран, чиркÿре кĕлĕ вуланăшăн 7,5 пин тÿлемелле пек, çĕр лаптăкне тÿлевсĕр уйăрмалла. Ритуал агентствинче чи йÿнĕ тупăк 7200 тенкĕ тесе палăртнă, санăн 20 пин тыттармалла. Хут татки çырса панăшăн 9 пин ыйтаççĕ-çке.
Ăçта çитсе тухрăмăр капла?
Эльăпа сыв пуллашнă самантра темиçе çул каялла Мускавра пулса иртнĕ тĕслĕх аса килчĕ. Монолит çинче ĕçленĕ пĕр чăваш строителĕ тимĕр-бетон плита айне пулса вилчĕ. Чунĕ самантрах тухнă çирĕмри ачан. Стройка хуçине "сухарь" тесе ытахальтен каламан-тăр, вилене киле ăсатма пĕр пус та памарĕ. Аптранă енне пĕр "Газель" водителĕпе хамăр калаçса пăхрăмăр.
– Шупашкара миçе çухрăм терĕр? Аха, 700. Яла çитме çул пур-и? Апла бензин мĕн чухлĕ кирлĕ? Ман такса – 100 пин.
– Юрĕ, 70 пинпе килĕшетĕн-и? Тăванĕсен 50 пин пур, ыттине хамăр пухрăмăр. Этем пул ĕнтĕ.
Явăш çăви çине илсе килсе пытарчĕç. Хуйхă çапса хуçсан хаклашса тăмăн. Пытару хакĕсем пĕчĕкрех пирĕн. Тепĕр тесен, пур япалана Мускаври пек укçапа виçер мар, чăваш тăван çĕрте канлĕх тупни пахарах...
Комментари хушас