- Чăвашла верси
- Русская версия
Туянакан кĕтсех тăрать
"Вăрман касса вир акрăм, вир акрăм..." – çапларах пуçланатчĕ ĕлĕкхи чăваш çамрăкĕсен вăйă юрри. Муркаш районĕнчи Елена Николаевна Скворцова фермерăн хуçалăхĕнче çак йĕркесем Владимр Петрович Ильинпа калаçнă чухне аса килчĕç. Кунта вир ÿстермеççĕ, анчах вăрман касса уй тăваççĕ тени чăна килет. Çĕр хĕсĕкрен фермер хуçалăхĕ 250 гектарпа пĕлсе перекетлĕ усă курать.
Фермера вырăнта тĕл пулма тÿр килмерĕ, анчах Владимир Петрович унăн пирвайхи пулăшуçи пулнă май сахал çĕр нумай чуна тăрантарнине тĕслĕхсемпе ĕнентерчĕ.
– Кунта пушă выртакан çĕр юлманнине ăнлантăм эпĕ. Çамрăк йывăç хунавĕсен айне пулнă лаптăксене те "ĕçлеттеретĕр". Хуçалăха аталантарма çĕр чăнахах çитет-и?
– 250 гектар çинче эпир тырă, пахча çимĕç, çĕр улми çитĕнтеретпĕр. Пухса илнĕ тухăç сыснасене çитерме те, сурăхсене апатлантарма та, хурсемпе кăрккасем валли те çитет. Тырă халăха сутмалăх та юлать. Пирĕн тăрăхра усăсăр выртакан çĕр кукăрĕ тупаймастăн. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан нумай ачаллă çемьесем валли районта 125 гектар çĕр уйăрчĕç. Мĕн пуррипе çырлахатпăр, вăрман касса уй тăватпăр.
– Сахал çĕр çинче пуян тухăç илме вĕренсе çитнĕ пулĕ.
– Пирĕн çĕрсем çинчен гектартан 30-шар центнер тырă илейместĕн паллах. Анчах çирĕм е унран ытларах тухать. Çĕр улми – ик çĕр центнер. Кăçал çурхисене 150 гектар акатпăр. Кĕрхи 50 гектар çинче чипер хĕл каçнăн туйăнать. Тепĕр 50 гектарĕ канать. Выльăх апачĕ валли нумай çул ÿсекен курăк пур.
– Тĕрлĕ выльăх тĕрлĕ еннелле туртать. Çакă йывăрлăх, тăкак ытларах кÿмест-и?
– Аптăрамастпăр. 2007 çулта ĕçлесе кайрĕ Елена Николаевна Скворцовăн хуçалăхĕ. Малтан вăл "Гея" тулли мар яваплă пĕрлешÿччĕ. Кăçалтан хресчен хуçалăхĕ пулса тăчĕ. Йĕркеленсе кайсанах çĕнĕ ферма çĕклерĕ фермер. Ăратлă сыснасем илсе килчĕ. Паян фермăра – 300 пуç. Вĕсем хамăр туса илекен апатпа кăна çитĕнеççĕ. Экологи тĕлĕ-шĕнчен таса чĕр тавара вырнаçтарма йывăр мар. Пирĕн сысна какайне хаваспах туянаççĕ. Унăн сутăн хакĕ ÿсессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Ку хуçалăха малалла аталанма пулăшĕ.
Пиллĕкмĕш çул ăратлă хур (300 пуç) ĕрчетсе сутатпăр. Шупашкар пасарĕнче вĕсене туянакансем пире кĕтсех тăраççĕ. Сутма кунсерен çирĕме яхăн пуç илсе тухнă.
Кăркка та 100 пуç таран тытнă. Вунă килона çитерсен сутнă. Какайĕ усăллă çеç мар, тупăшлă та. Пĕр килограмĕ 250 тенкĕпе сутăнать.
Ăратлă сурăх усратпăр. Хальлĕхе вĕсем 55 пуç.
– Фермер хуçалăхне куçрăр пулсан, тен, ĕне выльăх усрама та май тупăнĕ.
– Усраса пăхасшăн. Пĕчĕкрен пуçлас терĕмĕр. Виçĕ пуç ăратлă тына туяннă та ĕнтĕ. Пăрулаттарасшăн. Ара, сĕт хамăрăн пулни аван-çке. Вăл сысна çурисене кирлĕ.
– Сахал çĕрпе типтерлĕ ĕçлесе пыратăр. Ертÿçи те çавнашкал пулĕ.
– Скворцова Елена Николаевна – маттур хĕрарăм. Мускава качча кайсан тепри ялта хÿрине те кăтартмасть. Вăл ав яла таврăннă та çĕр ĕçне кулĕннĕ. Çемйипе Шомикре пурăнать. Ялта ÿссе çитĕннĕскере çĕр çинче ĕçлеме килĕшет. Пултаруллă. Пĕлтĕр тырă вырмалли комбайн туянчĕ. Кăçал техника паркне утă пресламалли хатĕрпе, тиемелли агрегатпа пуянлатрĕ. Çĕнĕ трактор та илесшĕн.
Хуçалăхра ытларах çамрăксем ĕçлеççĕ. Ялта урăх ĕç тупаймăн. Юрать Елена Николаевна пеккисем ял хуçалăхне çĕнĕрен вăй илтерме тăрăшаççĕ.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас