- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăрлăх - тухăç никĕсĕ
Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн специалисчĕсем палăртнă тăрăх – хăш-пĕр хуçалăхра вăрлăх сортне те палăртмаççĕ.
Мĕн шăтса тухĕ-ши?
Тĕрĕсленĕ 437 (13,36 пин тонна) партирен 39-ăшĕ (0,59 пин тонна) паллă мар сорт пулнă. 11-ĕшĕ (0,37 пин тонна) патшалăх стандарчĕпе килĕшсе тăман. 118-ăшĕнне (2,61 пин тонна) сортне кăна мар, шăтаслăхне те тĕрĕслеттермен.
2013 çулта Чăваш Енри ял хуçалăх культурисен 1,418 пин тонна вăрлăхне Хусанти ветеринари лабораторине ăсатнă. Хĕпĕртемеллиех çук: 197,04 тонна патшалăх стандартне тивĕçтермест.
Апла пулин те республикăра пахалăхсăр вăрлăхпа усă кураççĕ теме чĕлхе çаврăнмĕ. "Вăрлăх – тухăç никĕсĕ", – тенине асра тытакансем ăна специалистсене кăтартма тăрăшаççĕ. Урăх регионтан кÿрсе килекен е пирĕн патран каякан вăрлăх тĕлĕшпе инспекторсем тĕрĕслев йĕркелеççĕ. Çакна валли заявка е çыру çырмалла. Пĕлтĕр 156 парти тĕлĕшпе тĕрĕслев пулнă, ку вара 140 тонна ÿсен-тăран вăрлăхĕ. Сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен – 99 сертификат, вăрлăх тĕлĕшпе панă – 63 свидетельство, тĕпчевсен 342 протокол чăнлăхне тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех апробацин тата регистрацин çĕр-çĕр акчĕпе, ытти документпа паллашнă.
Çĕр улми – хисепре
Ял çыннишĕн тыр-пултан ытла çĕр улми хисепре пулĕ. Управлени специалисчĕсем "иккĕмĕш çăкăр" вăрлăхне çулсерен тĕпчеççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, 12 хуçалăхра çĕр улмине сиенлĕ хурт-кăпшанкă е чир-чĕр тапăннипе-тапăнманнине уçăмлатнă. Лаборатори ĕçченĕсем сисчĕвленме сăлтав тупман.
Кăçал 13 хуçалăхра 2,5 пин тонна сутлăх çĕр улмине тишкернĕ. Хусанти лаборатори экспертизи Чăваш Республикинче асăннă пахча çимĕçе туса илекен аграри предприятийĕсенче лару-тăру япăх маррине çирĕплетнĕ. Тĕрĕсрех каласан, хăрушă карантин объекчĕсене – çĕр улми ракĕпе лĕпĕшне, çĕрĕке, ылтăн тата шупка нематодăсене – асăрхаман. Ун вырăнне ризоктониоз, ахаль тата кĕмĕл кукша, типĕ çĕрĕк чирĕсене тупса палăртнă.
Пĕр йышши çитменлĕхсем
Кăçал та инспекторсем çитменлĕхсем тупса палăртаççĕ. Акă "Канаш хула ярмăркки" обществăн территорийĕнче Киров облаçĕнчен илсе килнĕ люцерна, клевер, костер тата ытти вăрлăха ала витĕр кăларнă. Ӳсен-тăран карантинĕ çинчен калакан саккуна пăсни çиеле тухнă. Чи малтанах урăх регионтан килнĕ тавар çинчен тивĕçлĕ надзор органне пĕлтермен. Сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа чир пуррине те тĕпчеттермен. Сорт тата шăтаслăх пахалăхĕ те паллă мар.
Нумаях пулмасть Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенчи темиçе хуçалăха тĕрĕсленĕ. Вĕсен вăхăтран вăхăта сăнавсем ирттермелли плансем пулман. Ку йышши мероприятисен пĕлтерĕшĕ пысăк, вĕсене сăтăрçăсене вăхăтра тупса палăртса пĕтерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Сăмах май, ку тĕлĕшпе йĕркене пăхăнманни унта та кунта тĕл пулнине палăртаççĕ инспекторсем. Вăрлăх паха йышши пулнине çирĕплетекен документсене ку хутĕнче те кăтартайман.
Çын йăнăшĕнчен вĕренме хушнă ватăсем. Çÿлерех асăннă çитменлĕхсенчен хăтăлас тесе специалистсемпе канашлани пăсмĕ.
Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн специалисчĕ.
Комментари хушас