Çулĕ йывăр, сумки...

Тăвай районĕнчи Тăрмăшри çыхăну уйрăмĕнче виçĕ почтальон ĕçлет. Анжела Бикинина, сăмахран, çак ĕçре вунă çул вăй хурать. Вăл кашни кунах 200 киле хаçат-журнал салатать. Кунсерен 8-9 çухрăм утма тивет унăн. Çитменнине тулли сумкăпа. Хаçат-журналсăр пуçне тавар та йăтмалла.

Кунти халăх «Хыпар», «Хресчен сасси», «Сывлăх» хаçатсене ытларах кăмăллать. Пенсионерсенчен 3-4 кăларăм çырăнакан та пур. Акă Лачкассинче пурăнакан Владимир Никифоров, çичĕ теçеткерен иртнĕскер, кашни çулах 4-5 хаçат илсе тăрать. Ытти тăрăхри пекех çамрăксем хаçат-журналпа питех кăсăкланмаççĕ. Анжелăн участокĕнче «Тантăш» çырăнакан пачах та çук.

Отпускра пулин те кану пирки ĕмĕтленмелли çеç юлать унăн. Шалу пĕчĕк пулнăран почтальон вырăнне çын тупаймаççĕ. Ĕç укçийĕ – 3600 тенкĕ. «Малашне мĕнле пулĕ-ши?» – тет Анжела иккĕленсе. Мĕншĕн тесен суту-илÿ планне 100 проценчĕпех пурнăçлама тивет.

Çурхи-кĕрхи пылчăка çăрма та çăмăл мар. Асфальтсăр урамсенче атă кунчи таран ашма тивет.

Маларах кунта тăватă почтальон ĕçленĕ. Штата кĕскетнĕ май Анжела Бикинина халĕ Лачкассисене те, Тăрмăшсене те (пĕр урам) хаçат-журналпа тивĕçтерет. Юлашки вăхăтра почтальонсем час-часах улшăнни пирки пĕлтерчĕ çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Елена Андреева. «Алăсем ывăнчĕç, урасем ыратаççĕ теççĕ вĕсем. Чăн та, вĕсен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Любовь Кирюшкина 15 çул вăй хучĕ. Тивĕçлĕ шалу пуласса кĕтрĕ вăл. Ара, почтальонсене сăмахпа хавхалантарчĕç, анчах укçине вунă процент çеç ÿстерчĕç. Çак мăшкăла чăтаймасăрах кăрлач уйăхĕнчен ĕçлеме пăрахрĕ Елена», – терĕ ертÿçĕ ĕçтешĕсен хутне кĕнĕ май.

Ака уйăхĕнчен хаçат-журнал хакĕ ÿсни вулакана та пăшăрхантарать, паллах. «Хаклансан çырăнаймастпăр та пулĕ теççĕ. Тепри вара пур пĕрех юратнă кăларăмсăр пурăнмастăп тет. Тĕрлĕрен калаçать ял халăхĕ. Çырăнаканнисем те ватă çынсем анчах. Вĕсем те вилсе пыраççĕ. Иртнĕ çулсенче плана тултараттăмăр. Кăçал вара çав тери йывăр», – сăмах вакларĕ Елена Александровна.

Любовь Иванова вара почтальон сумкине тăватă çул йăтса çÿрет. Тăрмăшри 230 киле хаçат-журнал валеçет вăл. Пенси панă вăхăтра пÿрте кĕме тивет. Пылчăкра атă хывса тăхăнасси те мĕне тăрать. Вăл та хаçат-журналпа ватăсем çеç туслишĕн пăшăрханать. Çамрăксем питех çырăнмаççĕ. Татьяна Максимова, Елена Соловьева тата Николай Андреев çулсерен 4-5 хаçат илсе тăраççĕ.

Ватăсен йышĕнче те Интернетпа туслисем пур иккен. Хăшĕ-пĕри çĕнĕ кăларăмпа унта паллашать имĕш.

Ватăсем пур чухне хаçат та вуланать, çырăнтару та пырать тейĕпĕр. Вĕсем çĕр çинчен çухалнă май мĕн пулĕ-ши малашне? Почта пĕтĕмпех лавккана çаврăнĕ-ши? Вĕсен шучĕ вара ахаль те нумай. Ялсенче те виçшер-тăватшар. Юлашки вăхăтра почтăри таварсен хакĕ лавккаринчен пысăкрах-мĕн. Ун пек пулсан вĕсене кам туянĕ? Почтальоншăн çакă хушма тиев кăна.

Валентина ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.