290 пин тенкĕ ыйтнă
Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ ФСИНăн Чăваш Енри управленийĕн юсанмалли 1-мĕш колонийĕн айăпланнисене ĕçлеттерекен центрĕн пай пуçлăхĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна пысăк виçепе ирĕксĕрлесе взятка илнĕшĕн айăплаççĕ.
Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн 2012-2014 çулсенче пай пуçлăхĕ коммерци организацийĕн директорĕнчен 290 пин тенкĕ взятка ыйтнă. Унсăрăн 1-мĕш колони тата çак бизнесмен фирми таварсемпе, пурлăхпа тивĕçтерме тунă патшалăх контрактне пăрахăçлассипе, малашнехи финанспа хуçалăх ĕçтешлĕхĕ вĕçленессипе хăратнă.
Преступление СК следователĕсем ШĔМĕн коррупципе кĕрешекен управленийĕпе, çавăн пекенх ФСИНăн хăйĕн хăрушсăрлăхĕн подразделенийĕпе пĕрле ĕçлесе тăрă шыв çине кăларнă. Следователь ыйтнипе суд пай пуçлăхĕ тĕлĕшпе килти арест мерине суйласа илнĕ. Уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ.
Комментари хушас