Çурхи кун - çулталăклăх

2 Ака, 2014

Çур акине вăхăтра та пысăк пахалăхпа ирттерес ыйтупа çыхăннă канашлу кăçал Елчĕк районĕнчи «Прогресс» АХОра пулчĕ. Тĕл пулăва пухăннисем малтан хуçалăхăн пурлăха перекетлесе тухăçлă ĕçлекен ку чухнехи техникипе паллашрĕç.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем çур акине лайăх хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ: солярка 145%, бензин 109% хатĕрленĕ. Вăрлăх çителĕклĕ, 92 проценчĕ - кондициллĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăра çур акине ирттерме майсем çителĕкли, тĕрлĕ шайри хыснаран пулăшу килесси, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен банксем инвестици кредичĕпе тивĕçтерме тытăнасси çинчен каларĕ.

Тĕп доклада ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров турĕ. Пĕлтĕр йĕпе-сапана пула кĕрхисене акассипе плана тултарайман, çавăнпа çурхи ĕçсен калăпăшĕ ытларах пуласси каламасăрах паллă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2013 çулхинчен 6% ытларах /мĕн пурĕ - 280,2 пин га/ акмалла. Çĕр улмипе выльăх апачлĕх культурăсен лаптăкĕ те ÿсмелле. Шел те, 2010 çулпа танлаштарсан 11 муниципалитет палăртнинчен сахалрах акма-лартма тĕллев тытнă. Уйрăмах - Çĕмĕрле /72%/, Хĕрлĕ Чутай /78,8%/, Канаш /89,3%/ районĕсем.

Республикăра Вăрнар, Комсомольски, Елчĕк енсенче кĕрхи культурăсене апатлантарма тытăннă. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх - çуркунне акма 2014 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне 48,1 пин тонна /планпа пăхнин 101%/ тырă хатĕрленĕ. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче вара - 62% çеç.

Паха вăрлăх хальлĕхе - 78%. Улатăрпа Сĕнтĕрвăрри районĕсенче республикăри вăтам кăтартуран чылай сахалрах: 56 тата 61%. Ăна хатĕрлессипе 107 звено ĕçлет, Çĕмĕрле енче вăл мĕн пурĕ те пĕрре.

Минерал удобренийĕ кирлин 39,1 проценчĕ чухлĕ кÿрсе килнĕ. Ку енĕпе Тăвай /12,3%/, Шăмăршă /14%/, Муркаш /15,9/ районĕсем япăх ĕçлеççĕ.

Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем дизель топливи 62,7%, бензин 38% хатĕрленĕ. Трактор тата ытти техника юсасси 88-93% çитнĕ. Кăтарту пĕлтĕрхи шайрах.

РФ Правительствин 2012 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăх организацийĕсене техника туяннăшăн хăй хакĕн 15 процентне каялла тавăрса параççĕ. 2014 çул валли федераци бюджетĕнчен 19119,26 пин тенкĕ субсиди уйăрнă. Ку чухне Шупашкар туса кăларакан тыр-пул комбайнĕсене туянмашкăн 10% субсиди уйăрассипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухаççĕ.

Республикăра 971 тыр-пул комбайнĕ шута илнĕ, вĕсенчен 109-шĕ çеç «Енисей» маркăллă, 48 проценчĕ - «Нива», чылайăшĕ хире пачах та тухмасть. Кивĕскерсем кашни гектар лаптăкра 250-300 килограмм тырă çухатаççĕ. Çавăнпа та ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен хамăр республика комбайнĕсене туянассишĕн тăрăшмалла.

ЧР техника надзорĕн патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев пĕлтĕр юсавсăр техникăна пула тата хăрушсăрлăх техникине пăхăнманран ял хуçалăх ĕçĕнче 3 çын вилни, техника 11 хутчен ÿпĕнни е йăванса кайни, 3 хутчен хыпса илни çинчен пĕлтерчĕ. Механизаторсем трактор е комбайн кивĕ пулнăран: «Ĕçлетĕр çеç», - теççĕ те патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмасăрах хирелле çул тытаççĕ, инкек-синкек çинчен пачах та шухăшламаççĕ. 2013 çулта Шăмăршă, Улатăр районĕсенче мĕн пур техникăн 44-46% çеç тĕрĕслеврен ăнăçлă тухнă. «Кăçал унран пăрăнас марччĕ, çÿретме ирĕк илеймен техника паркрах лартăр», - терĕ Владимир Павлович.

АПК ĕçченĕсене кăçал та çăмăл пулмĕ. ЧР гидрометеорологи тата йĕри-тавралăх мониторингĕн центрĕн пуçлăхĕ Сергей Максимов çанталăк шăрăх пуласса систерчĕ. Ака уйăхĕнче - яланхи пекех, çу уйăхĕнче сывлăш темперератури - пысăкланасси, çĕртмере - нÿрĕк сахалрах ÿкесси, утăра - шăрăх килесси, çурлара - йĕркеллех пуласси, авăн савăнтарасси /çумăр сахалрах, ăшă та хĕвеллĕ кунсем ытларах/ çинчен пĕлтерчĕ.

Çур акине пысăк калăпăшлă, тухăçлă та вăхăтра ирттерме 1466,2 млн тенкĕ кирлĕ. Вăл шутра кредит - 902,2 млн тенкĕлĕх.

Çурхи кун - çулталăклăх каларăша асра тытса акана пахалăхлă ирттерме патшалăх пулăшăвĕпе туллин те тĕллевлĕ усă курмалла, кредит та илмелле, вырăнти ресурса та ĕçе кĕртмелле.

Кăçал çуркунне яланхинчен 10-12 кун маларах килчĕ, хирте юр ирĕлсе пĕтнĕпе пĕрех. Çак кунсенче çанталăк сивĕ тăрсан та кăнтăрла тăпра çилпе кушăхать. Специалистсем ака уйăхĕн 3-мĕш вунă кунлăхĕнче çурхи ĕççи пуçланасса систереççĕ, апла пулсан юлнă кунсенче хăвăртлăха ÿстерсе палăртнине йăлтах пурнăçлама ĕлкĕресчĕ, уя тухма хатĕрленсе çитесчĕ.

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.