Саккунпа килĕшÿллĕн, совеçе тĕпе хурса

30 Ака, 2014

1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăн Патшалăх Канашĕ хăйĕн Конституци полномочийĕсене пурнăçлама пуçланă. Çакна Чăваш Ен парламентаризмĕн аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕн пуçламăшĕ тесе хаклаççĕ. ПК кĕçех 20 çул тултарать, çак ятпа ĕнер Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн çирĕпленĕвĕпе аталанăвне, саккун кăларас ĕçе лайăхлатассине халалланă наука-практика конференцийĕ иртрĕ.

Конференцие уçнă май парламент спикерĕ Юрий Попов 20 çул саккун кăларакан органшăн пысăк тапхăр пулманнине палăртрĕ. Çапах çак вăхăт самана улшăнăвĕпе пĕр килнине кура ПК ĕç-хĕлĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Çакна хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Вăл каланă тăрăх - саккун кăларакан влаç аталанăвĕ 1993 çулхи раштавра Раççей Конституцине йышăннипе тÿрремĕнех никĕсленнĕ, шăпах Тĕп Саккун патшалăхăн федераци тытăмĕн никĕсĕ пулса тăнă.

Михаил Васильевич ПК хăйĕн ĕçĕнче патшалăх строительствине, демократие, экономикăпа тата социаллă пурнăçпа çыхăннă реформăсене çул памалли саккунсем йышăнассине тĕпе хунине пысăка хурса хакларĕ. Çак тапхăрта 1,1 пин ытла саккун йышăннă. Парламент тата ĕç тăвакан влаç çыхăнăвĕ çирĕп: саккунсен проекчĕсен асăннă калăпăшĕн 2/3 пайне Правительство сĕннĕ, тепĕр 1/3 пайĕ - депутатсем хатĕрленĕскерсем. Республика ертÿçи парламентарисем йышăнакан саккунсем граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлемеллине, вĕсем пĕр-пĕрне хирĕçлемелле маррине, çак документсем ĕçре усă курма меллĕ пулмаллине палăртрĕ. «Саккунпа килĕшÿллĕн тата совеçе тĕпе хурса пурăнмалла, çапла пулсан суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларăпăр», - пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахне М.Игнатьев.

Чăваш Ен парламентарийĕсене саламлама Киров облаçĕн Саккун кăларакан Пухăвĕн председателĕ Алексей Ивонин килнĕ. Ăшă сăмахсем каланă хыççăн вăл М.Игнатьева тата Ю.Попова субъектсен саккун кăларакан органĕсен çыхăнăвне çирĕплетес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тата Киров облаçĕн парламенчĕ 20 çул тултарнă ятпа Тав хучĕ пачĕ.

Патшалăх Думин Информаци политикин комитечĕн председателĕн çумĕ Валентин Шурчанов хăй вăхăтĕнче Чăваш Ен парламентне ертсе пынă та - аса илмелли пур. Республикăн саккун кăларакан органĕн ятне мĕнлерех суйласа илнине те ас тăвать: «Канаш - чăвашла питĕ лайăх сăмах, чăвашсем яланах пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлеççĕ вĕт. Çавăнпа Патшалăх Канашĕ пултăр терĕмĕр. Пирĕн тĕслĕхпе ыттисем те усă курчĕç: Чăваш Ен хыççăн 4 кунран Тутарстан парламенчĕ йĕркеленчĕ, вĕсен те - Патшалăх Канашĕ. Унтан - Удмурти. Халĕ ав Крымăн та - Патшалăх Канашĕ».

Валентин Сергеевич хăй вăхăтĕнче ПК тата ЧР Президенчĕ хушшинче хирĕç тăру пулнине те аса илчĕ. Çук, сивлесе мар, унăн шухăшĕпе - «çакă та - хăйне евĕр опыт». Çапах унăн сăмахĕнче ÿпкев сĕмĕ те пулчĕ: «Сессисенче бюджета çирĕплетнĕ чух чăн-чăн çапăçусем пулатчĕç. Йышăннă саккунсен 72% депутатсем хăйсем хатĕрленĕ, 28% кăна - Президент сĕннисем. Эпир хатĕрленĕ саккунсен тĕп пайĕ хăй тĕллĕн документсем пулнă, хатĕр саккунсене улшăнусем кĕртни кăна мар...» Хальхи депутатсемшĕн шухăшласа пăхмалăх пур.

Дума представителĕ республика парламентарийĕсен Чăваш Еншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çывăха илмелли çинче те чарăнса тăчĕ. Çав шутра пысăк промышленноç: трактор тăвасси, гидроэнергетика тата ыт.те. Хăй пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕн проекчĕпе кăсăкланни пирки те каларĕ. Ока, Сăр, Атăл урлă пысăк кĕперсем хывмалла, çĕр ĕçĕ кăна - 40 млн м3 ытла. Чăваш Енĕн çак ĕçрен айккинче юлма юрамасть, унта хăйĕн вырăнне тупмаллах. Тепĕр самант пирки те каларĕ: «Канашра пултăм, çынсем кăмăлсăр. Унти каяшсене тăкмалли вырăна Тутарстан çыннисем туяннă иккен, хак ÿссе кайнă, çавăнпа Канашсен каяшсене Йĕпреç районне турттарма тивет. Депутатсен çакнашкал ыйтусене те курмăш тумалла мар».

Прокуратурăпа парламент право ыйтăвĕсемпе çыхăнса ĕçлени çинчен ЧР прокурорĕн çумĕ Александр Григорьев каласа пачĕ. Вăл та çак çыхăну нумай енĕпе тухăçлине палăртрĕ: калăпăр, преступленисене хирĕç профилактика ĕçĕ çинчен калакан саккун никĕсне чи малтан Чăваш Енре хатĕрленĕ, кайран çак опыта генпрокуратура çĕр-шывĕпех сарнă. Кунашкал тĕслĕхсем татах та пур. Апла пулин те Александр Иванович çитменлĕхсенчен те пăрăнса иртмерĕ. Граждансем прокуратурăран тĕрлĕ ыйтупа пулăшу ыйтаççĕ: урамсемпе çурт-йĕре электрификацилессипе çыхăннă чăрмавсенчен пуçласа влаçсем авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарма хирĕçлени таранах. Прокуратура тĕрĕслевĕсем вырăнсенче чиновниксем саккуна уяман тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăлараççĕ. Çакăнта та парламент валли ĕç пур.

Пĕрлех прокурор çумĕ ĕçлемен, манăçнă саккунсем чылаййине те палăртрĕ. Ĕçлемеççĕ тĕк - вĕсене пăрахăçламалла. Вăл е ку саккуна вĕçĕмсĕр улшăну кĕртес йăларан та хăтăлмалла: тивĕçтермест пулсан - саккунăн çĕнĕ текстне йышăнмалла.

Çак темăна хăна та - Тутарстан Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Шакир Ягудин - тăсрĕ. Тутар парламентĕнче саккунсене вăхăт-вăхăт тишкерсе тивĕçлĕ отчет хатĕрлесси йăлана кĕнĕ-мĕн. Çав документран лару-тăру пĕтĕмпех уççăн курăнать. Çавăн пекех вăл ака уйăхĕнче Крымра пулни, унти парламента республика Конституцине, ытти саккун никĕсне хатĕрлеме пулăшни çинчен каласа пачĕ. Интереслĕ, Крымăн Тĕп Саккунне хатĕрленĕ чух Чăваш Ен Конституцине те тĕпе хунă-мĕн - кун пирки çитес номерсенчен пĕринче кăшт тĕплĕнрех каласа парăпăр-ха.

Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов республикăн 12-мĕш суйлаври Аслă Канашĕн ĕçне аса илчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-94-мĕш çулĕсем - "кăра çилсен" тапхăрĕ темелле, çĕр-шыв арканнă-пайланнă условисенче ĕçленĕ. Пуçласа депутатсене альтернативлă никĕс çинче суйланă. В.Шурчанов асăннă кăтартăва çĕнетсе Петр Степанович тепĕр цифра та пĕлтерчĕ: "Çав суйлаври парламентра, çирĕплетсех калатăп, саккун проекчĕсене 100% депутатсем хатĕрленĕ". Пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнусен шутĕнче комитет ертÿçи Президент институтне, чĕлхесем, ялти социаллă политика, çĕр тата çĕр реформи, вĕрентÿ çинчен калакан саккунсене асăнчĕ. Шел те, интереслĕ çав тапхăр тĕлĕшпе паян "шурă пăнчă" та пайтах, Петр Степанович паянхи тĕпчевçĕсем çав вăхăтри пулăмсене тĕрĕс мар кăтартнă тĕслĕхсене те асăнчĕ, эппин, историе тĕпчемелле, объективлă хакламалла, çакă паянхи ĕçре тĕрĕс йышăнусем тума кирлĕ.

Республикăн бюджет политикин аталанăвĕпе юлашки 9 çулти цифрăсем çине таянса Обязательнăй медстраховани фончĕн директорĕ Вячеслав Александров паллаштарчĕ. Тишкерсен-тĕпчесен цифрăсен тĕнчинче те кăсăкли пайтах иккен. Сăмахран, 2005 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕрхи бюджетăн тупăш пайĕ 2,9 хут пысăкланнă, тăкаксем 3 хут ÿснĕ. Бюджета хывакан налуксен тÿпи 9 çул каялла 50% пулнă, халĕ - 58%. Регионăн пĕтĕмĕшле продуктĕнче хамăрăн тупăшсен тÿпин шайлашусăрлăхне те курмăш тумарĕ: "Е эпир нумай налук кÿрекен продукци сахал кăларатпăр, е..."

Патшалăх парăмĕ вара 2005 çулта 2 млрд тенкĕ ытларах пулнă, пĕлтĕр - 9,8 млрд. Тăкаксен тытăмне тишкернĕ май унччен республикăра ачасен 415 учрежденийĕ пулни курăнать, халь вĕсен шучĕ чакнă - 412. Федераци шайĕнче наци проекчĕсене пурнăçлама тытăннă май ял хуçалăхĕ, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ валли уйăракан укçа калăпăшĕ тăруках пысăкланни куç кĕрет.

Ытти оратор та Патшалăх Канашĕн тĕрлĕ енлĕ ĕçне, унăн йышăнăвĕсен пĕлтерĕшне хакларĕ. Юлашкинчен пухăннисем конференци резолюцине йышăнчĕç. Унта парламентăн малашне хăш енĕпе çине тăрарах ĕçлемеллине пайăррăн палăртнă: саккун кăларас ĕç пахалăхне ÿстерес тĕллевпе халăх шухăш-кăмăлне пĕлмешкĕн парламент итлевĕсем, "çавра сĕтелсем" йĕркелемелле, субъектсен парламенчĕсемпе çыхăнăва çирĕплетмелле, парламент тĕрĕслевĕн инструменчĕсемпе анлăрах усă курмалла тата ыт.те.

Ольга ПАНОВА сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.