Ĕçсĕррисене кам мĕнле палăртать?

Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - ĕçлев ыйтăвĕсемпе халăх хушшинче суйласа илнĕ тĕпчев ирттерни çирĕплетнипе Чăваш Республикинчи ĕçсĕрлĕх шайĕ юлашки виçĕ уйăхра /2014 çулхи кăрлач - пуш уйăхĕсенче/ 5,7 процентпа танлашнă, пирĕн хутлăхра экономикăна пуçаруллă хутшăнакансен йышĕ 656,2 пин çын шутланать, вĕсенчен 37,2 пинĕшĕ - ĕçсĕр. 2013 çулхи çав тапхăрта ĕçсĕрлĕхĕн вăтам шайĕ - 6,9 процент, вăй питти халăх йышĕ - 649,5 пин, ĕçсĕррисем 44,7 пин çын пулнă.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин кăтартăвĕсемпе 2014 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăхăн 0,72 проценчĕпе танлашнă. Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче ĕçлев службин органĕсем 4124 гражданина ĕçсĕр тесе йышăннă, çакă иртнĕ çулхи асăннă тапхăртин 79,3 проценчĕ шутланать. Регистрацие илнĕ ĕçсĕрсен хисепĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4836 çын пулнă, пĕлтернĕ вакансисен шучĕ - 16122 единица. Малтанхи пекех вырăн шыракан пĕр çын пуçне 3 ваканси лекнĕ.

Кăтартусем уйрăлса тăнин сăлтавĕ - вĕсене палăртмалли меслетлĕх пĕрешкел марри. Ĕçсĕрсене, çавăн пекех ĕçлĕ çынсене тĕрлĕрен сăнлакан икĕ меслетлĕх /Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн - малалла ПТĔО /МОТ/ - тата Раççей ĕçлев саккунĕсем/ пур.

ПТĔО /МОТ/ меслетлĕхĕпе ĕçсĕрсен йышне тата ĕçсĕрлĕх шайне Чăвашстат ирттернĕ ыйтăма граждансем хуравланине тĕпе хурса уçăмлатаççĕ.

ПТĔО /МОТ/ палăртăвĕпе ĕçсĕрсен шутне тĕрĕслев ирттенĕ тапхăрта /эрнере/ асăннă çак критерисене пĕр харăсах тивĕçтернĕ çынсене кĕртеççĕ:

- ĕçлĕ пулманнисене /тупăшлă заняти/*

- ĕç шыракансене, урăхла каласан ĕçлевĕн патшалăх е коммерци службисенче пулнисене, пичетри пĕлтерÿсемпе паллашнисене е хăйсем пичетлеттернисене, организаци администрацийĕпе е ĕç параканпа тÿрремĕн хутшăннисене, туслă çыхăнупа усă курнисене /тата ытти те/ е харпăр хăй ĕçне йĕркелеме пикеннисене*

- тĕпчев ирттернĕ эрнере ĕçе пуçăнма хатĕр пулнисене.

Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн стандарчĕсем тăрăх ĕçсĕрлĕх шайне палăртмашкăн ÿсĕмĕн уйрăм ушкăнне кĕрекен ĕçсĕрсен хисепне экономикăна пуçаруллă хутшăнакан çав çулсенчи çынсен йышĕпе /процентпа/ шайлаштараççĕ. Экономика тĕлĕшĕнчи пуçарулăха хакламашкăн 15-72 çулсенчи ÿсĕм çыннисене тĕпе хураççĕ.

Раççей саккунĕсем тăрăх ĕçсĕр тесе производствăна хутшăнман тата шалусăр, служба органĕнче юрăхлă вырăн тупас тĕллевпе регистрациленнĕ, ĕç шыракан тата ăна пуçăнма хатĕр вăй питти граждансене палăртаççĕ. Кун пек чухне юлашки вырăнтан кăларса янипе паракан пособие тата предприятие хупнипе, уйрăм предпринимательлĕхе пĕтернипе, организацире, уйрăм предприниматель патĕнче вăй хуракансен йышне чакарнипе е штата пĕчĕклетнипе тухса кайма тивнĕ граждансен темиçе уйăха сыхласа хăварнă вăтам шалăвне ĕç укçи шутне кĕртмеççĕ. 16 çула çитмен тата Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн ватлăхри ĕç пенсийĕ /ватлăхри ĕç пенсийĕн пĕр пайне/ илсе тăракансем, çав шутра ăна вăхăт çитиччен маларах тивĕçнисем, ĕçсĕр гражданинăн статусне тивĕçмеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.