Ыр кăмăллăх марафонĕ

Март уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» йăлана кĕнĕ марафона тата ача-пăча юррисен «Кăвакалăн пĕчĕк чĕпписен ташши» пĕтĕм тĕнчери фестивальне уçрĕ.

"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон пуçланнăранпа виçĕ уйăх хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта унăн пухмачне пуянлатмашкăн вун-вун предприяти, уйрăм çын хутшăнчĕ. Сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен пултаруллă çамрăксене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантармашкăн, сусăр ачасене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене сиплемешкĕн Чăваш Енĕн хастарĕсем - граждансем, ĕç коллективĕсем, общество организацийĕсем - пĕрлехи вăйпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 7569881,09 тенкĕ пухнă.

Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче Раççей ача-пăча фончĕн регион уйрăмĕ пуçарнипе «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх фончĕ Чăваш Енре вун саккăрмĕш хут старт илчĕ.

Subscribe to Ыр кăмăллăх марафонĕ