Комментари хушас

15 Пуш, 2014

Телей парнелĕр, чун ăшшипе савăнтарăр

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пухмачĕ кунсерен пуянланать. Сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен пултаруллă çамрăксене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантармашкăн, сусăр ачасене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене сиплемешкĕн Чăваш Енĕн хастарĕсем - граждансем, ĕç коллективĕсем, общество организацийĕсем - пĕрлехи вăйпа пуш уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 2511316,17 тенкĕ пухнă.

Шупашкарсем /642615,45 тенкĕ/, Вăрнарсем /310140,0/, Елчĕксем /219590/ уйрăмах пуçаруллă пулнине палăртмалла. Патăрьелсен /152895,0/, Шăмăршăсен /148130,0/, Çĕмĕрлесен /125587,0/, Хĕрлĕ Чутайсен /113405,0/ тÿпи те курăмлă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем асăннă марафона çулленех хастар хутшăнаççĕ. Кăçал та сăваплă акцие хăйсен тÿпине хыврĕç, ыр кăмăллăх марафонĕн счетне нарăс-пуш уйăхĕсенче 105,5 пин тенкĕлĕх пуянлатрĕç.

Ачасен шăпипе интересленекен ырă çын йышлă. Çак кунсенче Вăрнар районĕнчи культура учрежденийĕсенче тăрăшакансем сăваплă акци пухмачне - 27,7 пин, Раççей Федерацийĕн налук службин районсен хушшинчи инспекцийĕн коллективĕ 6,7 пин тенкĕ куçарчĕç. Сăмах май, çак юхăма хутшăнакан ку тăрăхра - пĕчĕк тата пысăк предприяти-учрежденирен, вырăнти хăй тытăмлăх организацийĕсен коллективĕсенчен тытăнса студентсемпе пенсионерсем таранах - йышланса пырать. Ыр кăмăллăх шучĕпе пухнă укçа-тенке чирлĕ ачасене сиплеме, сыватмăшсемпе шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсен пурлăх никĕсне тĕреклетме янисĕр пуçне Вăрнарсем çав шутран сахал тупăшлă тата йышлă çемьесенче çитĕнекенсене шкулсенче вĕри апатпа тивĕçтереççĕ.

Аса илтеретпĕр, марафон кăçалхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче вăй илнĕ. Ăна официаллă йĕркепе уçнă чухне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачалăх ыйтăвĕсем тĕлĕшпе общественноç тимлĕрех пулнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ, Культура çулталăкĕнче марафон пухмачĕ тата пуянрах пуласса, ентешсем ырă ĕçсемпе савăнтарасса шаннине пĕлтерчĕ. Чăннипех çапла пултăрччĕ. Ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр çитĕнекен, патшалăх учрежденийĕсенче пурăнакан, сусăр, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене хÿтĕлесси - пирĕн тивĕç

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» акцие кашниех хăйĕн тÿпине хывма пултарать. Çапла тумашкăн «Раççей ача-пăча фончĕн» регион уйрăмне /Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт/ пымалла е /8352/ 62-89-42 телефонпа шăнкăравламалла.

Марафон шучĕпе укçана общество организацийĕн счечĕ çине куçарма юрать. Кăçал унăн пухмачне СМС ярса пуянлатма пулать.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем, чăваш халăх хаçачĕн тусĕсем, эсир те сăваплă юхăма пуçаруллă хутшăнасса шанса «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕн реквизичĕсене аса илтеретпĕр,

ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»

ИНН 2128005408/КПП 213001001

Р/с 40703810075220160067 в Чувашском ОСБ / 8613 г.Чебоксары

БИК 049706609, кор/с 30101810300000000609

Валентина СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.