Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн

1 Нарăс, 2014

Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче Раççей ача-пăча фончĕн регион уйрăмĕ пуçарнипе «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх фончĕ Чăваш Енре вун саккăрмĕш хут старт илчĕ.

Унăн тĕллевĕ - сусăр ачасене, тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисене хÿтĕлемешкĕн, сахал тупăшлă çемьесенчи çамрăксене пулăшмашкăн тата ачалăхпа çыхăннă ыр кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртмешкĕн укçа-тенкĕ пухасси.

Иртнĕ çул, тĕслĕхрен, унăн пухмачне 8233719 тенкĕлĕх пуянлатнăччĕ. Нухрата Раççей ача-пăча фончĕн программисемпе килĕшÿллĕн йывăр чирлĕ ачасене сиплеме, диспансерсен, хула-район больницисен пурлăх никĕсне тĕреклетме, ясли-садсене, интернат шкулсене, ача çурчĕсене выляв хатĕрĕсемпе тивĕçтерме усă курнă.

Ача-пăча фончĕн республикăри уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов общество организацийĕн ыр кăмăллăх ĕçĕсемпе паллаштарнă май республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон уçăлнине пĕлтерчĕ. «Ют ачасем çук, вĕсем пурте пирĕн» чĕнÿпе пурăнакан хастарсен чун хавалĕпе тытăнса тăракан общество организацийĕн пурне те хăй хÿттине илмешкĕн хевте çитес çуккине палăртса вăл хавхалантарса пынипе несĕлĕмĕрсен ламран лама пыракан ниме мелĕпе Чăваш хутлăхĕн ырă çыннисене тенкĕ çумне тенкĕ хушса çамрăк ентешĕмĕрсен йывăр шăпине çăмăллатма май тупмашкăн чĕнсе каларĕ.

Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова хутшăнчĕç. Сăмах май, вĕсене «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комитетăн çум председателĕсем пулмашкăн шаннă, ертÿçи - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн директорĕ - Юрий Кислов. Михаил Васильевичпа Алена Игоревна сăваплă акцие хăйсен сумлă тÿпине хывма шантарчĕç, ыттисене те пуçаруллă хутшăнма чĕнсе каларĕç.

Мероприяти умĕн хăнасем хевтесĕрсен реабилитаци центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май социаллă учреждение республикăра кăна мар, çĕр-шывра та кăтартуллисенчен пĕри пулмаллине палăртрĕç. Сăлтавсăр мар паллах. Чикĕ леш енчен килнĕ хăнасем унăн ĕçне пысăка хурса хакланă иккен. Тĕрĕссипе, халĕ те малтисен шутĕнче-ха вăл, хевтесĕр ачасене пурнăçа хăнăхтармашкăн кунта комлекслă майсемпе туллин усă кураççĕ. Кадрсем ăста та пултаруллă. Çапах та татса паман ыйтусем те пур иккен.

Ĕмĕрлĕх япала пулма пултараймасть, вăхăт иртнĕ май çĕнни те кивелет. Акă, тĕслĕхрен, церебраль шалкăмĕпе нушаланакан ачасене реабилитацилеме усă куракан «Атлант» костюмсенех илер. Вĕсем икĕ çултан хăйсен эффективлăхне çухатаççĕ. Çавна май унашкаллисем социаллă учрежденире çитмеççĕ. Хакĕ те йÿнех мар, пĕри 36 пин тенкĕ. Марафона уçнă хыççăнах ЧНК президенчĕ, «ТУС» строительство фирмин генеральнăй директорĕ Николай Угаслов сиплев хатĕрне туянмашкăн 50 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регион уйрăмĕ ячĕпе Николай Малов депутат тата 50 пин тенкĕ хушрĕ. Çакă пуçламăшĕ кăна-ха...

Юрий Кислов пĕлтернĕ тăрăх - акцие утă уйăхĕнче пĕтĕмлетĕç. Çак тĕллевпе пухăнмалли вырăн хальлĕхе уçăмлă мар, мĕншĕн тесен ăна пĕр çын пуçне чи нумай взнос хывнă муниципалитетра ирттерес тата çĕнтерÿçĕне чыслас шухăшлă.

Ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачне предприяти-организаци, уйрăм çынсем кăна мар, бизнес представителĕсем те хăйсен сумлă тÿпине хывасси иккĕлентермест.

Сăваплă акцие кашниех хутшăнма пултарать - «Раççей ача-пăча фончĕн» регион уйрăмне /Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт/ пымалла е /8352/ 62-89-42 телефонпа шăнкăравламалла. Укçана марафон счечĕ çине куçарма юрать. Унăн реквизичĕсем,

ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»

ИНН 2128005408/КПП213001001

Р/с 40703810075220160067

в Чувашском ОСБ № 8613 г.Чебоксары

БИК 049706609, кор/с

30101810300000000609

Кăçал унăн пухмачне СМС ярса та пуянлатма пулать.


Валентина СМИРНОВА

ЧР ПА пресс-службин сăн ÿкерчӗкӗ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.