Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн

17 Пуш, 2015

Март уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» йăлана кĕнĕ марафона тата ача-пăча юррисен «Кăвакалăн пĕчĕк чĕпписен ташши» пĕтĕм тĕнчери фестивальне уçрĕ.

Вăл Канаш хулин культура керменне пухăннисене пултарулăхра ăнăçу сунчĕ, ыркăмăллăх марафонĕн пухмачне пуянлатмашкăн сумлă тÿпе хывнă ентешсене тав турĕ, вĕсен ырă кăмăлне пысăка хурса хакларĕ.

Асăннă мероприятисене çавăн пекех кино тата мультфильмсен паллă юррисен авторĕ Юрий Энтин сăвăç, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Раççейри ача-пăча фончĕ» общество организацийĕн республикăри уйрăмĕн правленийĕн председателĕ Юрий Кислов тата официаллă ытти представитель хутшăнчĕ.

Юрий Энтин çур ĕмĕр каялла «Хĕвелĕн ылтăн пайăрки» юррăн сăмахне хайланă хыççăн паллă çын пулса тăнине аса илчĕ. Темиçе ăру юратнă кĕвви-çемми шутланакан юрра залра ларакансем пĕр кăмăллăн шăрантарчĕç.

Сăвăç хăй халĕ хатĕрлекен «Тĕнчери ача-пăча юррисен антологийĕн» çĕнĕ проекчĕпе паллаштарчĕ: тĕрлĕ çĕршывра пурăнакансен пĕчĕккисем валли хайланă чи лайăх юррисене вырăсла куçарса унта кĕртесшĕн Юрий Сергеевич. 20 юрăран тăракан пĕрремĕш том кун çути курнă ĕнтĕ. Иккĕмĕшне сăвăç чăваш ачисен юррипе уçма шантарчĕ.

Фестиваль пухăннисене чăн-чăн уяв парнелерĕ, солистсемпе пултарулăх ушкăнĕсем тĕнчере пурăнакансен Юрий Энтин куçарнă юррисене шăрантарчĕç.

Фестивале пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев паллă сăвăçа пултарулăхĕшĕн тав туса Чăваш Ен гербĕллĕ сехетпе чысларĕ. Асăннă мероприяти унăн кăмăлне те çĕкленине пĕлтерчĕ. Унта республикăри пултаруллă ачасем хутшăннине уйрăммăн палăртса ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсене Раççейĕн тивĕçлĕ гражданĕсене çитĕнтермешкĕн тÿпе хывнăшăн тав турĕ.

Уяв каçне Юрий Энтин та пысăка хурса хакларĕ. Асăннă проекта чун хавалĕпе пурнăçа кĕртмешкĕн ăна шăпах Чăваш Енĕн хастарĕсем пулăшнă иккен. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.