Чаплă композитора халалланă
Çак кунсенче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн 90-мĕш концерт сезонĕ хупăннă. Концерта, "Савăнăç юррисем" ят панăскере, чăвашсен чаплă композиторĕ А.Г.Орлов-Шуçăм çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Программăна пĕтĕмпех Аристарх Гаврилович çырнă юрăсенчен хатĕрленĕ.