Штраф виçи - 23,5 млн тенкĕ

26 Ака, 2014

Взяткăшăн республикăра çакăн пысăкăш штраф тÿлеттерме йышăнни халĕччен пулнăччĕ-ши? Кирек мĕнле пулсан та - çак йĕркесен авторĕ унашкаллине ас тумасть.

Канаш районĕн сучĕ Чăваш патшалăх университечĕн Канашри филиалĕн экс-директорĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнă. Ăна Уголовлă кодексăн 290 статйипе /взятка илни, çав шутра пысăк виçепе - 4 тĕслĕх/ тата 285 статйин 1-мĕш пайĕпе /должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни - 3 тĕслĕх/ айăпланă. Приговор - 23,5 млн тенкĕлĕх штраф. Унсăр пуçне экс-директора аслă тата вăтам ятарлă вĕренÿ заведенийĕсенче преподавательте ĕçлеме икĕ çуллăха чарнă.

Следстви комитечĕн Канашри пайĕ тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - директор филиал студенткинчен 2007-2012 çулсенче ултă хут укçа илнĕ - пĕтĕмпе 59 пин тенкĕ. Лешĕ ытахальтен тÿлемен ĕнтĕ: экзамен ведомоçĕсене тата зачет кĕнекине суя кăтартусем кĕртнĕшĕн укçа панă - çÿремесĕрех занятисене çÿренĕ, тытмасăрах зачетсемпе экзаменсене тытнă имĕш. Унсăр пуçне 2012 çулта çак хĕр тата икĕ студентка филиал директорне 25 пин тенкĕ взятка, ĕçме-çиме /4 пин ытла тенкĕлĕх/ панă. Ку хутĕнче диплом умĕнхи практика отчетне хатĕрленĕшĕн тÿленĕ. Чăннипе вара хĕрсем практикăра пулман, тивĕçлĕ зачетсене тытман.

Аппетит тени ÿссех пынă. 2012 çулхи юпа уйăхĕнче тата 2013 çулхи кăрлачра филиал ертÿçи вĕренĕве вĕçлекен виçĕ ушкăн студенчĕсенчен взятка ыйтнă - 330 пин тенкĕ ытла. Укçа пашалăх экзаменне ăнăçлă тытмашкăн, диплом ĕçĕсене хÿтĕлеме кирлĕ пулнă. Укçа ыйтнине çавăн пекех патшалăхăн аттестаци комиссийĕн членĕсене «хавхалантармаллипе» те сăлтавланă. 69 студентăн саккунсăр çак ыйтăва тивĕçтерсе укçа пама тивнĕ. 19 çамрăк тÿлеме килĕшмен.

Ку çеç те мар. 2012 çулăн иккĕмĕш çурринче директор виçĕ студенткăна паха диплом ĕçĕсем хатĕрлесе пама, кайран вĕсене университетăн патшалăх аттестаци комиссийĕ умĕнче хÿтĕлеме пулăшмашкăн шантарнă. Паллах, тÿлевсĕр мар. Сăмахне тытнă теме те юрать, анчах... Хĕрсене вăл умĕнхи çулсенче урăх студентсем çырнă диплом ĕçĕсен копийĕсене кăна панă.

Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха. СК управленийĕн пресс-служби вĕренÿ заведенийĕн филиалĕн ертÿçи пулнăскерĕн саккуна хирĕçле ĕç-хĕлне ЧР Шалти ĕçсен министерствин тивĕçлĕ подразделенийĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ май тăрă шыв çине кăларнине палăртать.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.