Суд залĕнчен

31 Юпа, 2017

Бюджета сиен кÿнĕ

Вăрмар районĕн администрацийĕн çул-йĕр строительствипе ЖКХ пайĕн тĕп специалист-экспертĕнче ĕçленĕ хĕрарăма условнăй майпа 4 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнипе кăна çырлахман, унăн муниципалитет бюджетне кÿнĕ сиене те саплаштармалла — район сучĕ çакăн пек приговор палăртнă. Айăплав саккунлă вăя кĕрессе кăна кĕтмелле.

22 Раштав, 2016

Няня шăв-шав çĕклемен тĕк ача пирки аса илĕччĕç-ши?

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Зинаида Киргизова Пĕрремĕш каналти “Мужское/Женское” кăларăма хутшăнса пысăк ыйту çĕклерĕ: амăшĕ, 22-ри Надежда Петрова, ачине Ярослава няньăпа хăварнă та хăй çухалнă: укçан пулăшмасть, килсе курăнмасть. Ку шăв-шав пирки эпир те çыртăмăр, кĕçех Надежда Петровăна амăшĕн правинчен хăтарас тĕлĕшпе суд пуласси пирки те пĕлтертĕмĕр. Малалла вулас...

11 Çурла, 2016

Опекăна илнĕ ачана хÿтлĕх кирлĕ мар-им?

Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шăмăршăра иртнĕ судра пулма тÿр килчĕ. Аякри района çитме тĕв тытни ахальтен мар: Пуянкасси шкулĕнчи лару-тăру пирки “Çамрăксен хаçачĕн” çу уйăхĕн 5-мĕшĕнчи номерĕнче “Пĕчĕк шкулăн пысăк ыйтăвĕ” статья пичетленнĕччĕ. Директорпа географи учителĕ хушшинчи хирĕçтăру пирки те асăннăччĕ унта. Лару-тăру çавăнтанпа йĕркене кĕмен, пушшех çивĕчленнĕ. Людмила Бондареева директор Владимир Кудрявцева суда панă. Учитель пĕтĕм халăх умĕнче “Манăн ачана инвалид турăн” тесе пуçлăхăн ят-сумне вараланă-мĕн. /Телее, ачан сывлăхĕ йĕркеллех, вăл сусăр мар/.

7 Утă, 2016

Çамрăкла хуçăлнă çунат, е Виçĕ полицейски пĕр ачана парăнтарни çинчен

Иртнĕ тунтикун Мускав районĕн сучĕ 16-ри çамрăк тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе юлашки хут пăхса тухрĕ. Çул çитменскере влаç представительне хирĕç тăнăшăн айăплаççĕ. Кĕлеткерен, сăн-питрен 12-13-ри ача пек курăнаканскер хăйĕнчен самаях çÿллĕ те кĕрнеклĕ полицейскисене, виçĕ çынна, шар кăтартнă имĕш.

Прокурор та тĕлĕнет

6 Нарăс, 2015

«Явăна» пула - çакланнă

Вăрмар районĕн сучĕн Шупашкарта пурăнакан 33 çулти Алексей Мидяков тĕлĕшпе палăртнă приговорĕ саккунлă вăя кĕчĕ. Арçын ют пурлăха вăрланăшăн суд умне тăчĕ.

Суд çирĕплетнĕ тăрăх - пĕлтĕрхи сентябрьте ÿсĕр Алексей Тăвай районĕнчи Чутейри ангара алăк ватса кĕнĕ. Унтан тĕрлĕ инструмент /сварка аппарачĕ, болгарка, дрель/, электрочейник, ĕç тумтирĕ вăрласа тухнă - пĕтĕмпе 43 пин ытла тенкĕлĕх.

Pages