Штраф вырăнне - колони
Канаш районĕн сучĕ хăй вăхăтĕнче Канаш хула администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕре шута илекен тата валеçекен секторĕн заведующийĕ пулнă Любовь Михайлова тĕлĕшпе палăртнă айăплава - штрафа - ирĕклĕхсĕр хăварассипе улăштарнă.
Вăл 2011 çулхи июньте суд умне тăнăччĕ. Должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн тата взяткăшăн ăна 3 млн та 15 пин тенкĕлĕх штрафланăччĕ. Кайран судсен йышăнăвĕсемпе, чăн та, штраф виçине 2 млн та 515 пин тенкĕ таран пĕчĕклетнĕччĕ, штрафа тÿлессине 3 çуллăха каяраха хăварнăччĕ.