Сиен - вуншар пин тенкĕлĕх

Вăрмар районĕн сучĕ Тăвай лесничествин лесничийĕ Юрий Емельянов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухрĕ. Ăна Уголовлă кодексăн икĕ статйипе айăпларĕ - служба вырăнĕпе усă курса саккуна пăсса йывăç каснăшăн тата службăри ултавшăн.

Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - Емельянов пĕлтĕрхи январьте ултă çынна Тăвай лесничествинче чăрăш касма ирĕк панă. Çавна май ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен министерствине 76 пин ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Иртнĕ çулхи май уйăхĕнче вăл ирĕк панипе тепĕр çын тивĕçлĕ документсем пулманнине пăхмасăрах йывăç каснă. Ку хутĕнче сиен 46 пин тенкĕпе танлашнă.

Унсăр пуçне лесничи пĕр гражданин тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан протокол çырнă - вăл вăрман каснă хыççăн лаптăка тирпейлемен имĕш. Чăннипе вара касаканни пачах урăх çын пулнă, çавна май официаллă документа пĕлсе тăрсах суя кăтартусем кĕртни куç кĕрет.

Следстви вăхăтĕнче Емельянов айăпне туллин йышăнман, хайхи суя протокола çырнине туннă. Судра тинех айăпне йышăннă, сиенĕн пĕр пайне саплаштарнă. Суд ăна çулталăк та тăватă уйăхлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă.

О.ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

О.ЯСТРЕБОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.