Суд залĕнчен

1 Утă, 2014

13 çуллăха хупнă

Республикăн Аслă сучĕ Канаш хулин 19 çулти йĕкĕтне УК 105 статйипе айăпласа 13 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă. Çамрăк çын питех те тискер преступлени тунă.

Ку кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче каçхине Канаш хулинчи Элеватор поселокĕнче пулнă. Следстви комитечĕн вырăнти пайĕ тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - каччă 37 çулти хĕрарăмăн хваттерне пынă. Йĕркесĕр пурăнатăн, иртнĕ каç вара çĕрĕпе манăн аннепе эрех ĕçнĕ тесе кил хуçипе - тытамак тытнипе аптăракан иккĕмĕш ушкăн инваличĕпе - хирĕçсе кайнă.

Тĕплĕнрех ыранхи «Хыпар» хаçатра.

16 Ака, 2014

Çĕре район харпăрлăхне тавăрнă

Шупашкар районĕн сучĕ Сарапакасси ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Нина Григорьева тĕлĕшпе приговор палăртнă. Ăна службăри ултавшăн тата должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн айăпланă.

4 Пуш, 2014

Ющенко приговорне пăрахăçланă

Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ иртнĕ çул вĕçĕнче «Новэк» управляющи компани директорĕ пулнă Андрей Ющенко тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе ăна айăплавăн темиçе статйипе тÿрре кăларнăччĕ. Химиксен хулин прокуратурине çак йышăну тивĕçтермен, вăл апелляци тăратнă май ЧР Аслă сучĕн уголовлă ĕçсене тишкерекен суд коллегийĕ приговора пăрахăçланă.

Pages