Чараксăр Олег

20 Пуш, 2014

Пĕрре кукăрăлнă алла тÿрлетме питĕ йывăр çав. Çыннăн шалта чарак туйăмĕ çук тăк - судпа айăплани те нумай чухне пулăшмасть, пур пĕр вăрлать.

Тăвай районĕнче пурăнакан 55 çулти Олег Алексеев маларах та ют пурлăха вăрланăшăн суд умне темиçе хут тăнă - ку уншăн урок пулман. Ялти пĕр хĕрарăм пÿртне кĕнĕ. Сумкăна асăрханă та - унти енчĕке кăларса илнĕ. Сĕтел çинчи эрех кĕленчи куç тĕлне пулнă - ăна уçса ĕçнĕ. Çемçе пукан çине канма ларнă. Çак самантра кил хуçи таврăннă. Енчĕк çухалнине асăрханăскер Алексеевран ăна тавăрса пама ыйтнă. Укçи нумай пулман-ха - унти документсем хаклă. Олег пĕтĕмпех туннă, енчĕке паман.

Хĕрарăм пуçтаха пĕччен çĕнтереймессе ăнланса пÿртрен тухнă, алăка тултан питĕрнĕ те кÿрше чупнă. Кÿрши пулăшнипе Алексеев кĕсйинчен докуменчĕсене, енчĕкне кăларса илме пултарнă.

Полицире допрос тунă хыççăн Алексеева унтан кăларса янă. Вăл вара килне мар, паçăрхи çуртах танкканă. Хуçи çук, алăк уççине урата айĕнче тупнă. Шала кĕрсен укçа тупайман, апатланас тенĕ. Çăкăр, услам çу, вафли - çакăнпах çырлахма тивнĕ...

Тепрехинче Алексеев лавкка патне утнă. Ÿсĕрскерĕн татах ĕçес килнĕ. Укçа çук, эппин, кама та пулин çаратас. Лавккаран пысăк хутаç тытнă хĕрарăм тухнине асăрхасан унран эрех ыйтнă. Лешĕ хирĕçленĕ те - арçын ун çине сиксе ÿкнĕ. Чăмăрĕпе, патакпа çапнă. Хутаçне туртса илнĕ. Унта икĕ кĕленче шурă эрех, кăлпасси, çăкăр, ытти апат-çимĕç пулнă - питĕ аван! Пĕлĕшĕ патне кĕнĕ. Пĕр кĕленчене кăна пушатса ĕлкĕрнĕ - полици пырса кĕнĕ.

Кÿрши патне вăрра кĕнине, лавкка патĕнче хĕрарăмран хутаç туртса илнине Алексеев йышăннă, анчах ăна хĕненине туннă. Апла-и, капла-и - вăл ку хутĕнче те яваплăхран хăтăлаймарĕ. Вăрмар районĕн сучĕ нумаях пулмасть О.Алексеева 4 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварса çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăнчĕ.


Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.