Ющенко приговорне пăрахăçланă

4 Пуш, 2014

Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ иртнĕ çул вĕçĕнче «Новэк» управляющи компани директорĕ пулнă Андрей Ющенко тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе ăна айăплавăн темиçе статйипе тÿрре кăларнăччĕ. Химиксен хулин прокуратурине çак йышăну тивĕçтермен, вăл апелляци тăратнă май ЧР Аслă сучĕн уголовлă ĕçсене тишкерекен суд коллегийĕ приговора пăрахăçланă.

Хула сучĕн приговорĕпе Ющенкăна коммерци организацийĕн ертÿçи полномочисемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнă, укçа-тенке пысăк виçепе тăкакласа пĕтернĕ, служба вырăнĕпе усă курса укçа-тенке тăкакласа пĕтернĕ тесе айăплани тĕлĕшпе тÿрре кăларнă. УК 330 статйин 1-мĕш пайĕпе хăй тĕллĕн хăтланнăшăн айăпласа 50 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Айăплав вара управляющи компани директорĕ пулнă вăхăтра вăл пурăнмалли çуртсене ăшăпа тивĕçтернĕшĕн пĕлсе тăрсах тÿлеменнипе çыхăннăччĕ. Çавна май ăшăпа тивĕçтерекен организаци умĕнчи парăм 150 млн тенкĕрен те иртнĕ те - УК пăхса тăракан çуртсене ăшă парас тĕлĕшпе хăрушлăх тухса тăнă. Çав вăхăтрах асăннă çуртсенче пурăнакансем управляющи компание коммуналлă тÿлевсене вăхăтра хывнă, çак укçа ресурспа тивĕçтерекен компани умĕнчи парăма татма çителĕклĕ пулнă, анчах укçана урăх тĕллевсем валли янă.

Ющенкăна хăй ертсе пыракан компани тытăмĕнчех икĕ юрист пуррине пăхмасăр айккинчи çынсемпе юридици пулăшăвĕ кÿме тăкаклă килĕшÿ тунăшăн айăпланă. Çавна май «ют» юристсене 8 млн тенкĕ ытла тÿленĕ. Унсăр пуçне хăйне шанса панă 15 млн ытла тенкĕлĕх пурлăха салатса пĕтернĕшĕн те айăплав тăратнă.

Хула сучĕ Ющенкăна тÿрре кăларнă май çак ĕçсенче гражданла право тавлашăвне кăна курнă, вăл преступленисем тунине ĕнентерекен материалсем те çук-мĕн. Çĕнĕ Шупашкар прокуратури судăн çак пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшмен, Ющенкăна сăлтавсăр тÿрре кăларнă тесе çăхав çырнă. ЧР Аслă сучĕ прокуратурăн çак позицийĕпе килĕшсе тÿрре кăларакан приговора пăрахăçланă, уголовлă ĕçе суда тепĕр хут тишкерме панă. Приговорăн экс-директора айăплакан пайне улăштармасăр хăварнă.


Н.ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.