Çĕре район харпăрлăхне тавăрнă

Шупашкар районĕн сучĕ Сарапакасси ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Нина Григорьева тĕлĕшпе приговор палăртнă. Ăна службăри ултавшăн тата должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн айăпланă.

Уголовлă ĕçе район прокуратури ирттернĕ тĕрĕслев материалĕсем тăрăх пуçарнă. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра, 2009 çулхи çулла, Григорьева саккуна пăсса официаллă документсем хатĕрленĕ. Администраци пуçлăхĕн йышăнăвĕсенчен çырса илнисене пĕлсе тăрсах суя кăтартусем кĕртнĕ: 0,1 га йышăнакан икĕ çĕр лаптăкне çĕр йĕркелÿçĕре ĕçлекенсене çурт-йĕр тума харпăрлăха панă имĕш. Кайран вара муниципалитет харпăрлăхĕнчи çав лаптăксене, 200 пин тенкĕ ытларах тăраканскерсене, граждансем саккуна пăсса регистрациленĕ.

Григорьева хăйĕн айăпне йышăнса уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе пăхса тухма ыйтнă. Суд ăна 120 пин тенкĕлĕх штрафланă. Çĕр лаптăкĕсене район харпăрлăхне каялла тавăрнă.

 

К.АНТОНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.