Шикли шикленнĕ
Тăвай районĕнче пурăнакан 37 çулти Николай Белков вырăнти предприятин ял хĕрринчи ангарĕнче кабель пуррине пĕлнĕ: йăкăртас!
Каç еннелле металл касакан пăчкă илнĕ те ангар еннелле утнă. Чÿречен тимĕр решеткине каснă, шала кĕнĕ. 48 тата 60 метрлă кабель сыпăкĕсене куç хывнă. Пĕрне миххе чикнĕ, теприне хăйĕн тавра йăваланă. Тавралăх тĕттĕмленсен ангартан тухнă та пахчасем урлă йăпшăнса килнелле уттарнă. Вăрланă пурлăхăн йывăрăшĕ пур - темиçе хут канма та тивнĕ. Иртен-çÿрен курасран сыхланса пытаннă. Кабеле пÿртне илсе кĕмен, анкартинче улăм айне пытарнă.