Комментари хушас

8 Нарăс, 2014

Пин-пин кĕленче - пĕтĕмпех саккунсăр

Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ Ставрополь крайĕнчи Кисловодск хулин 48 çулти арçынни, вăхăтлăха Шупашкарта тĕпленнĕскер, тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Приговор вăя кĕмен-ха, анчах преступлени ÿкерчĕкĕ уçăмлă ĕнтĕ.

Çак çын предприниматель мар, эппин, ку енĕпе ĕçлеме юраман. Çийĕнчен тивĕçлĕ лицензи те çук, çапах вăл алкоголь продукцийĕн саккунсăр суту-илĕвĕпе аппаланнă. 84 пин кĕленче ытла шурă эрех, коньяк туяннă, кунта илсе килнĕ. Федерацин ятарлă маркисем суя пулнă, эрехе «бизнесмен» сутма хатĕрленĕ. Продукцин пĕр пайне Çĕнĕ Шупашкара илсе килнĕ, 32 пин кĕленче шурă эрехе сутса яма ĕлкĕрнĕ. Çапла майпа 5,7 млн тенкĕ ытла тупăш илнĕ.

Анчах вĕренĕн вĕçĕ пур. 20 пин кĕленче суя эрех тиенĕ автомобиле пĕлтĕрхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче полици чарнă. Сутса ĕлкĕреймен алкоголь продукцийĕн тепĕр пайне Çĕнĕ Шупашкарта, хайхи арçын арендăна илсе склада çавăрнă пĕр гаражра, тупнă. Хуçин пысăк çак пуянлăха çухатас килмен. Вăл эрехе «тыткăнран» кăларма пулăшу ыйтса çак ĕçе хутшăннă пĕр полицейские 50 пин тенкĕ взятка пама тăнă. Шăп çав самантра йĕркелĕх хуралçисем ăна алăранах ярса тытнă.

Çавна май халь вăл суя продукци хатĕрлесрен сыхланса ятарлă маркăсемпе тивĕçтермелли таварсене саккуна пăсса маркăламасăрах сутнăшăн кăна мар, влаç çыннине взятка сĕннĕшĕн те суд умне тăчĕ. Суд ăна 2,5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăнчĕ. Пĕтĕмĕшле режимлă колонире кун кунлама тивнисĕр пуçне унăн тата 1,5 млн тенкĕ штраф тÿлемелле.


К. АНТОНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.