Шикли шикленнĕ

4 Пуш, 2014

Тăвай районĕнче пурăнакан 37 çулти Николай Белков вырăнти предприятин ял хĕрринчи ангарĕнче кабель пуррине пĕлнĕ: йăкăртас!

Каç еннелле металл касакан пăчкă илнĕ те ангар еннелле утнă. Чÿречен тимĕр решеткине каснă, шала кĕнĕ. 48 тата 60 метрлă кабель сыпăкĕсене куç хывнă. Пĕрне миххе чикнĕ, теприне хăйĕн тавра йăваланă. Тавралăх тĕттĕмленсен ангартан тухнă та пахчасем урлă йăпшăнса килнелле уттарнă. Вăрланă пурлăхăн йывăрăшĕ пур - темиçе хут канма та тивнĕ. Иртен-çÿрен курасран сыхланса пытаннă. Кабеле пÿртне илсе кĕмен, анкартинче улăм айне пытарнă.

Тепĕр кунне хуçи кабель çухалнине ирех асăрханă. Тÿрех Белков тĕлĕшпе иккĕленÿ çуралнă. Ун патне кайнă та - Николай килте мар иккен, Канаша тухса кайнă. Кăнтăрла хыççăн ун патне арăмĕ шăнкăравланă: кабель çухални пирки ăна шанманни çинчен пĕлтернĕ. Шикли шикленнĕ теççĕ вĕт: Белков полици хайхи кабеле ун патĕнче тупма пултарать тесе хăраса ÿкнĕ те - мăшăрне ăна хуçине тавăрса пама, унран каçару ыйтма сĕннĕ.

Анчах ку ăна уголовлă айăплавран çăлса хăварайман. Судра Белков айăпне йышăнса каçару ыйтнă. Сиене саплаштарнине кура суд ăна ирĕклĕхсĕр хăварман, 15 пин тенкĕлĕх штрафланă.


Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.