Комментари хушас

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 65 çулти экс-ректорĕ Всеволод Агаков тĕлĕшпе приговор палăртнă.

Суд çирĕплетнĕ тăрăх - ЧПУн медицина факультечĕн доценчĕ Татьяна Агафонкина тата университетăн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Людмила Лялина ют пурлăха вăрлас тĕллевпе университетăн икĕ служба хваттерне саккуна пăсса хăйсен харпăрлăхне куçарма тăнă. Çакна пĕлнĕ май Всеволод Агаков ректор тата Алла Иванова проректор вĕсене документсем хатĕрлеме пулăшнă. Харпăрлăха ярса илме тăнă хваттерсен хакĕ 3-шер млн тенкĕ ытла пулнă.

Суд Агафонкинăпа Лялина хăтланăвне уйрăмах пысăк виçепе улталама тăни тесе хакланă, пĕрне - 3 çул та 2 уйăхлăха, теприне 3 çул та 6 уйăхлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварма, 500-шер пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Агаковпа Ивановăна служба вырăнĕпе усă курса уйрăмах пысăк виçепе улталама тăнине пулăшнăшăн айăпланă, 3 çуллăх тĕрĕслев вăхăчĕ палăртса 4 çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă, 600-шер пин тенкĕлĕх штрафланă.

Уголовлă ĕçе Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ тĕпченĕ, Чăваш Ен прокуратури сăнаса тăнă. Приговор вăя кĕмен-ха.

Н.ЯКОВЛЕВ.

Н.ЯКОВЛЕВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.