Н.ЯКОВЛЕВ

7 Чÿк, 2016

Бюджет кăтартăвĕсем уçă

Финанс наука тĕпчев институчĕ /НИФИ/ кăçалхи 9 уйăхри бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăхĕн шайне хакласа РФ субъекчĕсен рейтингне палăртнă.

Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă, çĕршыври 85 субъект хушшинче 16-мĕш вырăн йышăнса лидерсен шутне кĕнĕ. Çулталăкăн 1-мĕш çурринчи кăтартусемпе республика 19-20-мĕш вырăнсенче пулнине шута илсен Чăваш Ен бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăхĕпе хăйĕн позицине çирĕплетни куçкĕрет.

Н.ЯКОВЛЕВ.

23 Çурла, 2016

"Ачасемшĕн чун савăнать"

Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килнĕ май паян РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, политолог, истори наукисен докторĕ Вячеслав Никонов Ача аталанăвĕн центрĕпе — 8-мĕш ача сачĕпе тата Шупашкарти Г

9 Çурла, 2016

Ĕççи, хăрушсăрлăх тата çывхаракан суйлав

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕççи мĕнле пынипе паллаштарнă. Хуçалăхсенче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 122,8 пин гектар çулнă — пĕтĕм лаптăкăн 42%. 316 пин тонна ытла тырă çапнă. Вăтам тухăç — гектартан 25,7 центнер /пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 21 центнер пулнă/.

20 Утă, 2016

Вăйăран вăкăр ан тухтăр

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем ачасен вăйă тата спорт площадкисене тĕрĕсленĕ. Çĕрпÿре, Кÿкеçре, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта хăрушлăх кÿрекен ача-пăча комплексĕсем пуррине палăртнă.

24 Çу, 2016

Бизнес валли условисем лайăх

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тата ТехноНИКОЛЬ корпораци президенчĕн Сергей Колесниковăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ. Вĕсем республикăн строительство отраслĕн, професси вĕрентĕвĕн тытăмĕн, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Pages