Бизнес валли условисем лайăх

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тата ТехноНИКОЛЬ корпораци президенчĕн Сергей Колесниковăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ. Вĕсем республикăн строительство отраслĕн, професси вĕрентĕвĕн тытăмĕн, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — республикăра професси вĕрентĕвĕн тытăмне лайăхлатас тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Чăваш Ен Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе 2014 çултан тытăнса вăтам професси вĕрентĕвĕн малашлăхлă специальноçĕсемпе кадрсем хатĕрлессине тивĕçтерекен компетенцисен çĕнĕ йышши центрĕсене тума пуçлакан ултă регион шутне кĕнĕ. Чăваш Енри çĕнĕ центр нацин пĕрлештернĕ тата Раççейри регионсен професси ăсталăхĕн «Çамрăк профессионалсем» конкурсне хутшăнакан командисен членĕсене хатĕрлекен тĕп площадка пулса тăрĕ.

Вăтам професси тата аслă вĕренÿ тытăмĕсенче çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсене, вĕренÿ процесне йĕркелемелли формăсене хатĕрлеме тата сарма федераци бюджетĕнчен 142 миллион тенке яхăн уйăрнă. Çак укçапа вĕренÿ тата лаборатори оборудованийĕ, компьютер тата офис техники туянĕç, преподавательсен пĕлĕвне ÿстерĕç.

Сергей Колесников палăртнă тăрăх — бизнеса ăнăçлă аталантармашкăн нормативлă документсене хатĕрленĕ чухне практиксемпе управленецсем алла-аллăн ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Патшалăх управленийĕнче тĕнчери чи лайăх практикăсемпе усă курсан кăна чăнласах ĕçлекен программăсемпе саккунсем пулĕç.

Сергей Колесников иккĕленмест: чăваш халăхĕ ĕçченлĕхĕпе уйрăлса тăрать, апла-тăк унăн ăнăçлă аталанмашкăн хăват пур. Вăл çавăн пекех Чăваш Енре бизнес тытса пымалли условисем лайăххине, патшалăх влаçĕн органĕсем регион территорийĕнче пурнăçлакан бизнес-проектсем тĕлĕшпе тимлĕ пулнине, предпринимательсен пуçарулăхне тĕревлесе пынине палăртнă.

Н.ЯКОВЛЕВ

 

Н.ЯКОВЛЕВ"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.