Бюджет кăтартăвĕсем уçă

7 Чÿк, 2016

Финанс наука тĕпчев институчĕ /НИФИ/ кăçалхи 9 уйăхри бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăхĕн шайне хакласа РФ субъекчĕсен рейтингне палăртнă.

Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă, çĕршыври 85 субъект хушшинче 16-мĕш вырăн йышăнса лидерсен шутне кĕнĕ. Çулталăкăн 1-мĕш çурринчи кăтартусемпе республика 19-20-мĕш вырăнсенче пулнине шута илсен Чăваш Ен бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăхĕпе хăйĕн позицине çирĕплетни куçкĕрет.

Н.ЯКОВЛЕВ.

Рубрика: 
Автор: